Вăтăр пĕр çул хыçа юлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020 15:03 Просмотров: 68

Февралĕн 15-мĕшĕ - чылай çыншăн ĕмĕр асăмра. Шăпах 1989 çулта çак кун совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнă. Хăрушă вăрçа пирĕн районтан та 300-е яхăн çамрăк хутшăннă. Геннадий Козлов, Владимир Перлов, Михаил Мтин, Рифкать Куликов, Николай Родионов, Александр Журавлев, Минхайдяр Валитов сăртлă-туллă çĕршывра паттăррăн кĕрешсе пуçне хунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхĕ хăйĕн мухтавлă ентешĕсене ĕмĕр асăмăрта хăварас тĕллевпе вĕсен ячĕпе тĕрлĕ турнир-ăмăрту йĕркелет.

Çавăн пекех февралĕн 15-мĕшĕнче çулленех Афганистан вăрçи витĕр тухнисем район центрĕнчи танк-палăк умне пуçтарăнаççĕ. Кăçал та ырă йăлана манăçа кăлармарĕç.

Митинга ветерансемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Александр Шулепов, Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков хутшăнчĕç, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçе афганецсем малашне те тивĕçлĕ тỹпе хывассине шаннине пĕлтерчĕç, общество пурнăçĕнчи хăш-пĕр хастара район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Митинга хутшăнакансем Афганистан çĕрĕ çинче пуç хунă çичĕ ентешĕмĕре тата çар тивĕçне унта пурнăçласа таврăннă хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç, палăк умне чечексем хучĕç.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3