Çĕнĕ чиркỹ уçăлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:12 Просмотров: 108

Февралĕн 18-мĕшĕ район историне паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор хутшăннипе Çĕнĕ Ахпỹртре Хăватлă ĕçсем тăвакан таса Николай ячĕллĕ çĕнĕ чиркỹ уçăлчĕ. Унта уяв кĕлли иртрĕ.

Владыкăна Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерейпа тĕне ĕненекенсем кĕтсе илчĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Майрушкин, ял тăрăхĕн депутачĕсем, предприяти-организаци ертỹçисем, чиркĕве çỹрекенсем хутшăнчĕç.

Районта паянхи кун 15 хрампа 19 мечĕт ĕçлет

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика