Чăваш Ишексенчен тĕслĕх илер, куллен патакпала çỹрер

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:43 Просмотров: 142

5-10 ÇУЛ е тата маларах та урампа икĕ патак тытса утса пыракан вăй питти çынна курсан ун çине тĕлĕнмесĕр пăхман пулĕ. Ăсран тайăлнă е нимĕн тума аптăранă текенсем те пулнă-тăр. Паян вара скандинави меслечĕпе хул-çурăмне тĕреклетекенсене, сывлăхне çирĕплетекенсене пуç тайса ырă сăмах çеç калас килет. Вăл шутра Чăваш Ишек ялĕнче пурăнакансене те. Патăрьелĕнчи участок тухтăрĕ В. Семенова çак хыпара хавхаланса та мăнаçланса пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ишекĕнче (хăй те çак ялтах пурăнать, вĕсемпе утма хутшăнать) "асамлă патаксен" вăйне шанса каçсерен утма тухакансем питех те йышлă. Ялта ỹсĕр çапкаланса çỹрекене курма çукки те савăнтарать. Ырă хыпар ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пултăр. Сывлăх хуралçисен специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, кунсерен патакпа 3-5 çухрăм хыçа хăварни юн çаврăнăшне лайăхлатма та, чĕре мышцисене ĕçлеттерме те, гипертонирен хăтăлма та, шăм-шака çемçетме тата ыттипе те пулăшать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика