Хушма миллиардсем – бюджет валли

Категория: Публикации Опубликовано: 28.02.2020, 11:05 Просмотров: 174

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе февралĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырланă.

Улшăнусемпе вице-премьер _ финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков паллаштарнă. Вăл бюджета кĕртмелли тÿрлетÿсем Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсемпе, регион ертÿçин сĕнĕвĕсемпе тата муниципалитетсен влаçĕсен ыйтăвĕсемпе никĕсленнине палăртнă. Чăваш Енĕн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 6,1 миллиард ытла тенкĕлĕх хушăнать. Маларах палăртнă бюджет калăпăшĕнчен _ 11, пĕлтĕрхи бюджетран 5% пысăкрах. Çапла вара бюджетăн кăçалхи тупăшĕ 61,89 миллиард тенке яхăн пулĕ. Çак хушăмăн тĕп пайĕ, 6 миллиард тенкĕ патнелле, федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа, хамăрăн тупăш — 162 миллион тенке яхăн. Михаил Геннадьевич каланă тăрăх, Мускав региона пама палăртакан укçа çакăнпа иксĕлмест-ха — тата 400 миллион тенкĕ уйăрас шанăç пур, анчах çак виçене бюджет саккунне «тÿрлетекен» проектра хальлĕхе шута илмен.

Тупăш пысăкланнине кура, паллах, тăкаксем те ÿсеççĕ — 7,6 миллиард тенке яхăнах. Михаил Ноздряков çакă чи малтан Президент Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсем — тĕрлĕ категорие пособисем тÿлеме, социаллă контракт тата ытти — валли уйăракан укçа пысăккипе сăлтавланнине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтермелли тăкаксем те курăмлă. Çакăн валли бюджетра пĕтĕмпе 380 миллион тенкĕ пăхса хăвараççĕ — 350 тăлăх хваттерлĕ пулĕ. Тата — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе 25-шер пин тенкĕ тÿлеме.

Вĕрентÿ, медицина, культура, спорт сферисемшĕн те хушма тĕрев пулĕ — çĕр-çĕр миллион тенкĕ хушăнать. Муниципалитетсем те малтан палăртнинчен 300 миллион тенкĕ ытларах илĕç. Улшăнусене ырласа саккун проектне Патшалăх Канашне тишкермешкĕн пама йышăннă. Парламент ăна пăхса тухассине вăраха ямĕ. Альбина Егорова спикер çитес эрне пуçламăшĕнчех депутсемпе пухăнса сÿтсе явассине палăртнă, унтан вара сессире тишкересси те нумай кĕттермĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика