Эх,Çăварни, Çăварни, çăвар тулли икерчи!

Категория: Публикации Опубликовано: 28.02.2020, 11:18 Просмотров: 150

Чăвашсем Çăварние хаваслă ирттернĕ, пĕр-пĕрне икерчĕпе сăйланă. Çамрăксем капăрлатнă лашасемпе ярăннă, Çăварни юррисене юрланă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Çак йăла-йĕркене Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче халĕ те тытса пыраççĕ, анлăн паллă тăваççĕ.

Уява ачасем эрне малтанах хатĕрленме пуçларĕç, сăвă-юрă вĕренчĕç. Февралĕн 26-мĕшĕнче хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илме пурте пĕрле ача сачĕ умне тухрĕç. Хĕр ачасем шерепеллĕ хитре тутăрĕсене çыхнă. Арçын ачасем тăрăшсах çунашкисене капăрлатнă. Н. Камышова воспитательпе унăн пулăшуçи О. Елова ертсе пынипе çул çитменнисен учрежденине çỹрекенсем Çăварни юррисене шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç. Паллах, çак уяв икерчĕсĕр иртместех. Тутлă та çуллă çимĕçпе О. Лукина повар сăйларĕ.

Уявсене пĕрле ирттерни чăваш халăх йăли-йĕркине упрама май панипе пĕрлех ачасен асĕнче те чылайлăха юласса шанас килет.

Н. КАМЫШЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика