Тăван тавралăх пурне те хавхалантартăр

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020, 09:28 Просмотров: 185

Паянхи ял пурнăçĕ, унăн аталанăвĕ, малашнехи шăпи патшалăх шайĕнчи ыйтусенчен пĕри шутланать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - ялта пурăнакансен кăмăл-туйăмне тивĕçтересси, вĕсене канма, ĕçлеме, пурăнма хăтлă услови туса парасси. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та пĕрре мар палăртса хăварчĕ, 2020 çулта вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса ял инфратытăмне лайăхлатма Чăваш Енре 738 проект ĕçе кĕрме тĕллев лартнине каларĕ. Автоçулсене, коммуналлă хуçалăх объекчĕсене çĕнетес, социаллă пурнăçпа культура сферинче ырă улшăну тăвас, ача-пăча лапамĕсене хăтлăлатас, масарсене йĕркене кĕртес тата ытти ыйтупа та власть ертỹлĕхĕсен çулталăк тăршшĕпех тăрăшса ĕçлеме тивĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те тĕллевлĕ пурнăçламалли проектсемпе программăсем паллă, кашни ял тăрăхĕнчех халăх ырлăхĕшĕн пурнăçламалли ĕçсем пур. Вăл шутра Сăкăтра та.

Район центрĕнчен аякра мар вырнаçнă çак ялти 600 ытла хуçалăхра икĕ пин ытла çын пурăнать. Паллах, ытти çĕрти пекех кунта та алăк çине çăра çакнă çурт сахал мар пулин те, юлашки çулсенче ял аталанса, çĕнелсе, хăтлăланса пырать. Паянхи кун вара кунта фермисем те çĕнелчĕç, çулĕсем те якалчĕç темелле. Хăтлă та капăр çуртсем те йышланчĕç.

Çак ял хутлăхне кĕрекен 23 урамри çулсен вăрăмăшĕ 19 çухрăм ытла тăсăлать. Юлашки çулсенче вĕсенчен чылайăшĕ çĕнелнĕ, урамсене тикĕслесе йĕркене кĕртнĕ, хăшĕ-пĕрне асфальт çул та сарнă. Пĕлтĕр ял тăрăхĕнчи çулсене тытса тăма 619 пин тенкĕ ытларах укçа-тенкĕ кайнă. Халĕ çак тĕллевпе палăртнă финанс калăпăшĕ нумайрах - 1 103 574 тенкĕ. Иртнĕ çул Кариков, Николаев, Юхма Мишши ячĕллĕ, Октябрьская, Подлесная, Заречная, Зосим Иванов урамĕсене юсанă. Халĕ кунта çуран çỹреме те, автомашинăпа кĕрсе-тухма та меллĕ. Кăçал та ял урамĕсене хăтлăлатмалли программăпа малалла ĕçлесшĕн, тăватă урамри пĕр çухрăм ытла çула юсама пăхса хăварнă. Сăмах май каласан, 2020 çултах ялти республика пĕлтерĕшлĕ тĕп çула - 1,4 çухрăма тăсăлакан (5 миллион тенкĕлĕх) Карл Маркс урамне - асфальт сарма та планлаççĕ.

Ял инфратытăмне çĕнетес, пилĕк тата ытларах ачаллă, çав вăхăтрах çамрăк çемьесене те çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе кунта иртнĕ çул икĕ çемьене федераци программипе пулăшнă. Чунчурскисен нумай ачаллă çемйине патшалăх икĕ хутлă хăтлă çурт туса панă. Унсăр пуçне Ю. Лаврентьев çемйи те "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераци программин çăмăллăхĕпе усă курнă. Нумай ачаллă 4 çемьене ял тăрăхĕ çурт-йĕр çавăрма çĕр уйăрса панă. Ку ĕç малалла та пырать. Паянхи куна 18-ăн черетре тăраççĕ.

- Ял администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, çĕрпе тухăçлă усă курасси, çамрăк çемьесене, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрасси. Сăкăтăн малашлăхĕ ытларах çамрăксем вырăнтах тĕпленнинчен те те килет. Çавăнпа та паян ял капăрлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла,- терĕ ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н. Лаврентьева тăван тавралăх шăпи, малашлăхĕ пирки сăмах пуçарсан.

Хальхи вăхăтра вырăнти муниципалитетсенче халăх пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçлакан ĕçсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе Сăкăтсем те юлса пымаççĕ. Ял çыннисен пуçарулăхĕпех вĕсем хăйсен вăйĕпе тытса тăракан пушар машини валли гараж тунă. Николаев урамĕнче пушартан сыхланас тĕллевпех хăйсен вăйĕпе кỹлĕ чавнă. Христос çуралнă ячĕллĕ храмра халăх пуçарăвĕпех кантăкĕсене улăштарнă, ун йĕри-таврашне тирпейленĕ, чиркỹ хапхине çĕнетнĕ, умне брусчатка сарнă тата ытти те. Ватăсем мĕн ĕлĕкех чиркỹпе шкул ял илемĕ, вĕсем малашлăх паллисем пулнине каланă. Ку тĕлĕшпе Сăкăтсем телейлĕ тесен те юрать. Ял хавалне çеç хавшатмалла мар.

Районта юлашки çулсенче хула хăтлăхĕн программипе халăх валли канма, хавхаланса пурăнма кирлĕ услови туса парассипе чылай ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр те ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăватă проект пурнăçа кĕртнĕ. Çак тĕллев районта кăçал та çивĕч. Хальхинче Сăкăт ял тăрăхĕнче те çакнашкал программăна явăçса халăх пурăнакан вырăна хăтлăлатма шутлаççĕ. 2020 çулта Советсен урамĕнчи лапама йĕркене кĕртме, сквер уçма 4 миллиона яхăн тенкĕлĕх проект хатĕрленĕ. Унсăр пуçне çак ялсемех кăçал тепĕр савăнăçа та пĕрле пайлама хатĕрленеççĕ. "Ырă пăр" программăпа уçма палăртнă çĕнĕ хоккей коробки таврара пурăнакансемшĕн те хĕллехи кунсенче "вырăнти пăр арени" вырăнне пулĕ, çамрăк хоккеистсене тата ытларах спорт енне туртăнма пулăшĕ.

Хальхи вăхăтра районти чылай ял тăрăхĕнче ĕлĕкхи хуçалăх никĕсĕ çинчех производствăна малалла тăсакан предприяти шутлă çеç. Сăкăт ял тăрăхĕнче ĕçлекен "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ (нумай çул ăна Петр Никифоров ертсе пырать) вăй-халне хавшатмасăр малалла ĕçлени вара чăн малтан кунта пурăнакансемшĕн пысăк çăмăллăх. Куллен кооператива 100 ытла çын ĕçе утни, хĕлĕн-çăвĕн вăхăтра шалу илсе пыни те кăмăллă. Çакă та ял аталанăвĕпех, унăн малашлăхĕпех çыхăннă. Хуçалăх ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илес тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та кăтартуллисен йышĕнче.

Хаклав

Юрий ЧЕРНОВ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Сăкăт ял халăхĕ яланах ĕçченлĕхпе, çаврăнăçулăхпа, ăсталăхпа, пултарулăхпа тата ыттипе те палăрса тăнă. Çак енсем паян та упранаççĕ. Чылай ĕçе халăхпа, кар тăрса ĕçлеме хăнăхса пыратпăр. Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра ял аталанăвĕшĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: "Халăх сурсан кỹлĕ те пулать", - тесе. Çапах та манăн тепĕр шухăш çинче те чарăнса тăрас килет. Хăш чухне халăх вăйĕпе, пĕрлехи хавхаланупа пурнăçланă ĕçе теприсем упраманни е сăтăр туни пăшăрхантарать. Сăмахран, субботниксенечех пĕрисем урамсенчи çỹп-çапа тасатаççĕ, тирпейлеççĕ, йывăçсем те лартаççĕ, теприсем вара ырă ĕçе усалпа тавăраççĕ. Çакă, паллах, килĕшỹсĕр. Тăван ял илемĕшĕн, капăрлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн пурте пĕр çын пек пулса тăрăшсан çеç кăмăллă улшăну пулĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика