Сыхлăха ỹстермеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2020, 10:03 Просмотров: 155

 Китайран тухнă коронавирус пирки паян нумай калаçаççĕ. Вăл пур çĕршыва та алла илчĕ тесен те йăнăш мар. Çак вирусран хỹтĕленес, ăна сарăлма парас мар тесе Раççейре тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ.

Специалистсем коронавирус ытларах 65 çултан иртнисене ернине палăртаççĕ. Италире вилекенсен йышĕ нумаййине те шăпах çакăнпа çыхăнтармалла, унта 80-ран иртнисем чылай пулнăран ăна «чи ватă çĕршыв» теççĕ.Китай ку вируса парăнтарнă тесен те йăнăш мар: унта çирĕп карантин йышăнни витĕм кỹнĕ. Коронавирус паян Европăра вăй илнĕ. Раççейре лару-тăру çивĕчех мар. «Вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем туни çĕршыва усă кỹчĕ», - тенĕ РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин. Раççейре 658 çын коронавируспа чирленине палăртнă, вĕсенчен 29-шĕ сывалнă. Ытларахăшĕ - Мускавра (410 тĕслĕх). Чир ертнĕ çынсенчен чылайăшĕ чикĕ леш енче пулни паллă. Чăваш Енре лару-тăру улшăнман - пĕр çын чирленĕ. Пĕтĕм Раççейри сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 25-мĕшĕ тĕлне тĕнчере 375498 çын коронавируспа чирленĕ, вĕсенчен 16362-шĕн пурнăçĕ татăлнă.

Чи малтанах Мускавра тата Мускав облаçĕнче пурăнакан 65 çултан аслăрах çынсене карантина яма йышăннă. Михаил Мишустин ытти региона та вĕсенчен тĕслĕх илме сĕннĕ. Çавна май Чăваш Енре те 60 çултан аслăраххисене карантина лартма йышăннă. Республикăра спорт, культура, массăллă ытти мероприятие ирттерме чарнă. Регионсенче каçхи клубсене, ачасен вылямалли центрĕсене хупма ыйтнă. Организацисемпе предприятисенче профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ. Ку эрнере шкул ачисем каникулта, анчах вăл вĕçленсен те парта хушшине лараймаççĕ - апрелĕн 12-мĕшĕччен дистанци мелĕпе вĕрентме палăртнă.

Тухтăрсем вирус сарăлнă вăхăтра ытларах килте пулмаллине, çын пухăнакан вырăнта пулма юраманнине асăрхаттарсах тăраççĕ.

Мухтав Турра, мартăн 26-мĕшĕ тĕлне районта коронавируспа чирлекен çук. Хальхи вăхăтра ют çĕршывсенчен килнĕ 8 çын икĕ эрне карантин витĕр тухать. Вĕсен сывлăхне ялти фельдшерсем кашни кун тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавăн пекех ют çĕршывсенчен тата ют регионсенчен килекенсен те тỹрех ялти фельдшер патне пымалла. Тата ял тăрăхĕн пуçлăхне те пĕлтермелле.

Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплине манар мар. Коронавирус пур территорисенчен Чăваш Ене таврăннă çынсем валли тата коронавирус инфекцийĕн эпидемиологи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе «хĕрỹ лини» ĕçлет. Раççейри пĕрлехи «хĕрỹ лини» номерĕ: 8-800-2000-112.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «хĕрỹ лини» номерĕ: 8(8352) 26-14-14.

Эпидемиолог специалистсен консультацине илме, коронавирус пур территорисенчен таврăннисем пирки пĕлтерме 8(8352) 58-24-48, 58-51-66 номерсемпе шăнкăравламалла (Потребительсен прависене тата çыннăн ырлăхĕсене сыхлас сфера надзорĕн федераци службин управленийĕ).

Районти номерĕ- 5-03-45. Инфекци чирĕнчен асăрханмалли меслетсем ансат:

- алла тăтăш супăньпе çумалла, уйрăмах çынсем йышлă пулнă вырăнтан, урамран таврăннă хыççăн тата апатланас умĕн;

- алăпа пит-куçа тытмалла мар

- медицина маскипе усă курмалла 

- массăллă мероприятисене хутшăнассинчен, зоопарксене каяссинчен тăхтаса тăмалла

- чĕр чунсен пасарĕсене, тинĕс таварĕ сутакан пасарсене каймалла мар

- пĕçерсе, вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат çеç çимелле, кĕленчери шыва ĕçмелле.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика