Халăх театрĕн артисчĕсем Каншелсене савăнтарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2020, 10:13 Просмотров: 220

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ халăх театрĕн репертуарĕ çулсеренех пуянланса пырать. Творчество ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе район центрĕнче пурăнакансене çеç мар, районти ялсене те çитсе савăнтарать. Акă, кăçал çеç Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа100 çул, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалласа кăларнă премьерăна чылай куракан хак пама та ĕлкĕрчĕ. Çак кунсенче Александр Кăлканăн «Анисса» пьесипе лартнă спектакле (режиссерĕ Луиза Леонтьева, художник-йĕркелỹçи Лариса Федорова) Каншелсем те кăмăлтан йышăннă. Спектакльти хăш-пĕр самантсенче залра ларакансен куçĕсем те шывланнă. Куракансем юлашкинчен артистсене тăвăллăн алă çупса тав туни сцена ăстисене малашнехи ĕçре тата ытларах хавхалантарĕ. 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика