Сăвăссем вăраннă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2020, 10:25 Просмотров: 192

Сăвăс курăк ăшĕнче пурăнать. Вăл сулхăнрах вырăнсене килĕштерет. Тĕмсем тăрăх та сăвăссем пĕр метртан çỹллĕрех хăпарса каймаççĕ. Çавăнпа çын тăхăннă трико-шăлаварĕ айне те, атă-пушмак ăшне те çăмăллăнах кĕрсе лараççĕ.

Сăвăссен ытларахăшĕ юнашар çын е чĕрчун иртсе каясса курăк çинче е çĕр çинче кĕтсе ларать. Çын çине хăпарсан сăвăс чылай вăхăт тăранмалли меллĕ вырăн шырама пултарать. Çавăнпа та сăвăслă вырăна кайма пуçтарăнсан уçă атă-пушмак ан тăхăнăр. Шăлавар пĕççисене те чăлха ăшне чикĕр. Ỹт çине хурт-кăпшанка хăратакан репеллентсем сĕрме пултаратăр. Киле таврăнсан вара вĕсене çуса ямалла. Çутă тĕслĕ çи-пуç çинче сăвăса курма çăмăлрах. Уй-хиртен е вăрмантан таврăнсан çи-пуçпа пĕрлех ỹт-пĕве те асăрхаса пăхăр. Çак пĕчĕк, темиçе миллиметрлă хурт-кăпшанкă юн ĕмсе çитернĕ хыççăн "ỹсет".

Ỹте тирĕннĕ сăвăса пĕлсе, асăрханса кăлармалла, татса илмелле мар. Пинцетпа усă курмалла. Алă айĕнче нимĕнле хатĕр пулмасан сăвăса марля татăкĕпе, салфеткăпа е урăх япалапа тытса пỹрнесемпех кăлармалла. Хыççăн антисептик сĕрмелле.

Ỹте тăрăннă сăвăса курсан хăшĕсем пĕлнĕ-пĕлменех кăлараççĕ. Теприсем, хăраса ỹксе, нимĕн тума аптраççĕ. Çак лару-тăрура медицина пулăшăвĕ ыйтмалла е сăвăса ỹтрен мĕнле кăлармаллине лайăх пĕлсен çеç хăвăр тĕллĕн ĕçе пуçăнмалла.

Сăвăс тирĕннĕ вырăн шыçса хĕрелет. Çакă вăл организм реакцийĕ. Хурт-кăпшанкă ỹте тирĕнсе юн ĕмни çын тỹрех энцефалитпа чирлеме пултарнине пĕлтермест. Апла пулин те сăвăса ỹтрен кăларнă хыççăн врач сĕннĕ препаратсемпе усă курмалла.

Н. ЗАЙЦЕВА, район центрĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика