Кăтартуллă пограничник, спортсмен, педагог-ветеран

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2020, 10:27 Просмотров: 225

Пурнăç никамшăн та пăрăнăçсăр иртмест. Апла пулин те Василий Владимирович Козлов педагог-ветеран хăйĕн шăпине ỹпкелемест. 42 çул тăван Вăтаел ялĕнчен Туçари вăтам шкула такăрлатнă сукмак чĕрине тарăн йĕр хăварнă. Кунта унăн çамрăклăхĕпе яшлăхĕ çеç иртмен, юратнă ĕçĕ, нихăçан манăçми коллектив физкультура учительне яланах хавхалантарнă. Паян "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹн хисеплĕ работникĕ", пултаруллă спортсмен, кăтартуллă пограничник тивĕçлĕ канура пулин те общество пурнăçĕнче унчченхи пекех хастар.

- Мана пурнăç "компасне" физкультура учителĕ В. Тестов чăн малтан алла тыттарчĕ. Çавăнпа та "çухалса каймарăм" курăнать, Василий Федосеевич пекех кун-çулăма педагогика "каçалăкĕнче" ирттертĕм. Хамăн пĕрремĕш учитель-наставниксене А. Михайловпа А. Кузнецован ырми-канми ĕçĕсене те манас çук,-пуçларĕ калаçăва Василий Владимирович.

Кирек мĕнле ĕç те вăй хунă май хăйех вĕрентсе пырать. Чи кирли вăл- чун канăçлăхне тупма пултарни. Ку тĕлĕшпе педагог-ветеранăн Турра тав тумалăх пур. Вĕрентекен утса тухнă ĕç сукмакĕ пурнăçăн анлă çулĕпе танлашать, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Туçари вăтам шкултан 8 класс вĕренсе тухнă каччă аслă пĕлỹ тĕнчине ярса пусиччен ялта плугарьте ĕçленĕ, аслисемпе тан "хурçă ута" парăнтарнă, хуçалăхри ытти ĕçсене те явăçнă. Ун чухнехи тапхăрта ĕçлес текен çамрăксемшĕн пур еннелле те çул уçă пулнă. Йышлă ачаллă çемьере ашшĕ-амăшне çăмăл маррине туйса çамрăк каччă малтан Горькинчи автозаводра, Шупашкарти троллейбус управленинче, агрегат заводĕнче ĕçленĕ. Каярахпа вара шăпах хăйĕн учитель-наставникĕн сĕнĕвне шута илсе малтан педучилищĕре физвоспитани уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ. Салтак тумне хывнă хыççăн куçăмсăр майпа И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче пĕлĕвне малалла тăснă.

Çар пурнăçĕ кирек кама та ытларах куçне уçать, пурнăçа хаклама, çынпа хутшăнма вĕрентет. Василий Владимирович мĕн çамрăкранпа физкультурăпа, спортпа пиçĕхсе ỹснĕрен служба уншăн пĕрре те йывăр иртмен. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл взводра яланах кăтартуллисен йышĕнче пулнă. Салтак тивĕçне 1977 - 1979 çулсенче пограничниксен Одессăри Хĕрлĕ ялавлă хĕвел анăç окру- гĕнче пурнăçланă. Çур çул сержантсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн чикĕ хуралçи службăна малалла тăснă. Çар командованийĕн тивĕçне тỹрĕ чунпа тата тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă салтак. Тăтăшах спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Сăмах май каласан, пограничник çарти виçĕ енлĕ (троеборье) ăмăрту енĕпе (автоматран пересси, граната ывăтасси, йывăрлăхсемлĕ полосана парăнтарасси) СССР спорт мастерĕн кандидатне çĕнсе илнĕ. Кăтартуллă та ырă тĕслĕхлĕ службăшăн взвод командирĕн çумĕ, пограничник çарĕсен старшини Василий Козлов "Старший пограничного наряда", "Отличник погранвойск" паллăсен I тата II степеньĕсене, "За службу на границе" медале тивĕçнĕ. Каярахпа пограничникăн кăкăрне "95 лет пограничным войскам", "85 лет ДОСААФ Росси" медальсем тата ыттисем те пуянлатнă. "Салтакшăн кашни кунхи пурнăç хăй уйрăм паллă. Маншăн та çавах. Çар дисциплини, пĕрле службăра пулнă туссем нихăçан та манăçа тухмаççĕ...",- кăмăлтан аса илет ветеран-пограничник Конституци тивĕçне пурнăçланă вăхăтсене.

Çар тумне хывнă, çемье çавăрнă хыççăн та Василий Владимирович хастарлăхне хавшатман. Хăйне вĕрентнĕ учительсен коллективĕнче ĕç стажне малалла тăснă. Çамрăк специалиста тăван шкулта пурнăç çулĕ çине кăларнă хисеплĕ педагогсемпе ĕçлесе кайма çăмăлах пулман пулин те, паянхи ят-сумпа хисепе çĕнсе илме пултарнă. Вăл аслă категориллĕ учитель. Çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те физкультура учителĕ хăйĕн çулне тивĕçлипе утса тухнине çирĕплетеççĕ.

Паян тĕнче шайне çĕкленнĕ, Гиннес кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Борис Глинкин, çавăн пекех Михаил Телегин, Алексей Логунов тата ытти выпускник-спортсменсемпе ветеран тивĕçлипе мăнаçланма пултарать. Вĕсен çитĕнĕвĕн пĕр пайĕнче шăпах В. Козловăн тивлечĕ те пур.

Районти ăмăртусенче, "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче Тури Туçари вăтам шкул коллективĕ яланах кăтартуллисен йышĕнче пулнă. Шкул ачисен волейбол команди 2014 çулта республикăри ялсемпе хуласен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни те педагогăн професси ăсталăхне тепĕр хут çирĕплетет. Хăйĕн ĕç стажĕнче Туçасем 24 хутчен волейболла выляса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ! Унсăр пуçне çăмăл атлетика енĕпе те яланах тивĕçлĕ команда тăратнă. Педагог хăй те районти чылай ăмăртăва хутшăннă, ачасемпе коллектива та ăмăртусене хатĕрленĕ. Канăçсăрлăхне спортпа çыхăнтарнăранах Василий Владимирович иртнĕ çул çирĕммĕш хут хăйĕн ячĕпе волейболла выляссипе республика турнирне йĕркелерĕ. Пархатарлă йăлана малалла та тăсасшăн. Çулсем шултăраланса пынине пăхмасăрах районти "Пограничное братство" хастар членĕ чикĕ хуралçисем хушшинче те çулсеренех Пограничник кунĕнче волейболла выляссипе ăмăрту йĕркелет.

Паян Василий Козлов тивĕçлĕ канура, мăшăрĕпе - Галина Михайловнăпа - кил- хуçалăх ĕçĕпе çеç тăрмашса пурăнаççĕ. Виçĕ ача ашшĕпе амăшĕн паян хавхаланса пурăнма сăлтавĕ çук мар. Тивĕçлĕ воспитани илсе пурнăç çулĕ çине тăнă пепкисем кашнийĕ уйрăм савăнăç: Саша ашшĕ пекех физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, Алексей Санкт-Петербургри çар академийĕнче, Ирина Мускаври Кремльти ресторанта хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет.

 А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика