Взятка парасшăн пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020, 11:48 Просмотров: 631

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕ пуçтарнă материлсем Пушкăртра пурăнакан 28 çулхи арçын ячĕпе айăплав приговорĕ çырма çителĕклĕ пулнă. Ăна РФ УКăн 291.2 статйин 1 пайĕпе айăплă тесе йышăннă.

 Следствипе суд çакна çирĕплетсе параççĕ. 2020 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче айăпланакан ГАЗель автомашинăпа Патăрьел урамĕпе пынă чухне районти çул-йĕр инспекторĕ документсене тĕрĕслеме ыйтсан водитель хăйне административлă яваплăх тыттарасран йĕрке хуралĕн сотрудникне 1,5 пин тенкĕ укçа сĕннĕ. ГИБДД сотрудникĕ çак сĕтеве (взятка) хирĕçленĕ, вăл право йĕркине пăснине шута илнĕ, протоколсем çырнă.

Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн следователĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика