Районпа паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020, 11:41 Просмотров: 880

Чăваш Республикинчи тĕрлĕ сферăна ертсе пыракан, должность тивĕçĕсене нумаях пулмасть пурнăçлама тытăннă министрсем района иртнĕ эрнере кашни кун тенĕ пекех килсе тăчĕç. Сăмах май, муниципалитетсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе хальхи вăхăтра вĕсем республикăри пур тăрăха та çитме тăрăшаççĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Районти тĕп больница коллективĕпе курнăçнă май сывлăх сыхлав отраслĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, 2020-2025 çулсенче умра тăракан задачăсене палăртнă, çавăн пекех çак çулсенчи Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программи çинче чарăнса тăнă.

 Çавăн пекех тĕл пулура коронавируспа кĕрешес, грипран тата ОРВИрен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра йĕркелес ыйтусене те хускатнă.

Республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев та Рудольф Селивановпа курнăçса вĕрентỹ сферин малашлăх планĕсене - çĕкленекен обьектсемпе тата юсав ĕçĕсем мĕнле пынине сỹтсе явнă, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнипе интересленнĕ.

Шкул директорĕсемпе Чăваш Енĕн, çав шутра районăн 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплексла программине пурнăçа кĕртессине тишкернĕ.

 Çавăн пекех ведомство министрĕ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 120 ача вĕренмелĕх хушма çурт тăвасси мĕнле пынипе паллашнă, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне çитсе вĕрентỹ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурлăхпа техника базипе интересленнĕ.

 Районта çулленех вĕрентỹ учрежденийĕсене тĕпрен юсас, çĕнетес пулăмсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чылай шкулпа ача садне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех тунă-çке. Малашлăхри 5 çулта 15 çурта тĕпрен юсама, реконструкцилеме тата тума 660 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Ахпỹртре пуçламăш шкул-садпа спорт зала реконструкцилеççĕ. Ишлĕре те пуçламăш шкулпа шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденине спорт залпа тума палăртаççĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика