Служба тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2020, 11:42 Просмотров: 867

 Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсене туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май районти милици ветеранĕсене тĕрлĕ майпа саламларăмăр. Патăрьелĕнче пурăнакан отставкăри майор Василий Дмитриевич Кудрявцев сывлăхне пула тухса çỹрейменрен хисеплĕ сотруднике килĕнче юбилей медалĕпе чысларăмăр. Вăл йĕрке хуралĕнчи çăмăл мар самантсене сахал мар аса илчĕ:

- Пирĕн служба яваплă та, вăйлă та. Милици органĕнче ĕçлеме пысăк ăсталăхпа чăтăмлăх çеç мар, çемьере те ăнланулăх кирлĕ. Ку тĕлĕшпе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Пурнăç çулĕпе утса хамăн ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме мана чăн малтанах мăшăрăм пулăшса пычĕ...- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ветеран.

В. Кудрявцев шалти ĕçсен службинче тĕрлĕ должноçра тăрăшса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Участокри инспекторта, уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйĕнче, дежурнăй пайри оперативлă сотрудник тата ытти те. Тивĕçлĕ канăва аслă участковăйран кайнă.

Милици сотрудникĕ пулас шухăш унăн ытахальтен çуралман. Шалти çар службинче икĕ çул салтакра пулнă чухнех вăл йĕрке хуралне ĕçлеме кайма ĕмĕт тытнă. Çирĕп дисциплинăна кăмăллани, физкультурăпа, спортпа туслă пулни вара çак профессие шанчăклах алла илме пулăшнă. Çавăнпа та салтак тумне хывнă хыççăнах вăл СССР ШĔМĕн Шупашкарти ведомствăна пăхăнман хуралне ĕçе вырнаçнă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Елабуга хулинчи милици шкулне вĕренме кĕнĕ. Ятарлă шкулта пĕлỹ илнĕ хыççăн милици офицерне тỹрех яваплă ĕçе - Шупашкарти Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн участокри инспекторĕ пулма шанаççĕ. Василий Дмитриевич шалти ĕçсен службинчи кирек мĕнле ĕçе те тỹрĕ чунпа, тăрăшса, питĕ тимлĕ пурнăçланă. Çак паха та ырă енсем унăн паянхи кун та упранаççĕ.

ШĔМ ветеранĕ, отставкăри майор тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та яваплă ĕçре хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Малтан район администрацийĕнче хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшрĕ, каярахпа Раççей Перекет банкĕнче хуралта тăчĕ. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура пулин те район пурнăçĕпе, район полицийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать.

Н. АНДРЕЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн начальникĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика