Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2020, 11:48 Просмотров: 466

Шалăва тӳлессине сӳтсе явнă

Шалăва вăхăтра тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Ĕçлев инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 10 организацире ĕçлекенсем умĕнче 19 млн тенкĕ парăма кĕнĕ. Кăçал парăмăн пĕр пайне - 30 млн ытла тенкĕ - парса татма май тупнă. Иккĕмĕш ыйтупа - пенси çулне çывхаракансене ĕç прависене хÿтĕлесси - ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарнă.

Çул çинче  «вак-тĕвек кăлтăксем» çук

Республикăри çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ кăçал кăшт чакнă пулин те хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах. Çапла палăртма пулать-тĕр Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн иртнĕ ларăвĕнчи калаçу тĕшшине. Ларăва уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев асăннă сферăри вак-тĕвек пек туйăнакан ыйтусем те пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллеве, Раççей Президенчĕ халăха упрас енĕпе палăртнăскере, пурнăçлассине витĕм кÿни çинчен каланă. Çавна май ку енĕпе ĕçленĕ чухне шăпах çав тĕллеве тĕпе хумалла. Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов çул-йĕр организацийĕсем, коммуналлă организацисем автоçулсене юсас, пăхса тăрас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ.

Цифра сертификатне илейĕç

Пирĕн республикăра пурăнакансем патшалăхран кăçал цифра сертификатне илейĕç. Ăна тивĕçнисем цифра ăсталăхĕпе çыхăннă вăрттăнлăхпа паллашĕç. Çак çĕнĕ проекта Чăваш Ен те кĕме пултарнă. Цифра сертификатне тивĕçнисем цифра экономикин 22 енĕнчен пĕрне суйласа федераци бюджечĕ шучĕпе вĕренейĕç. Кунта искусство интеллекчĕ, программăласси тата ИТ-продуктсем хатĕрлесси, системăна администрацилесси, промышлненность дизайнĕ, киберхăрушсăрлăх, мобильлĕ приложенисене хатĕрлесси тата ытти кĕрет. Курссене пуçламăш, никĕс тата хатĕрленÿ шайĕ пысăк пĕлÿллисем валли хатĕрленĕ. Вĕренĕве инçет çыхăну мелĕпе ирттернĕ май онлайн-лекцисем, вебинарсем пулĕç, тестсем витĕр тухма тивĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ятарлă документ парĕç. Сертификата тивĕçес текенсенчен заявкёсене цифровойсертификат.рф. сайтра октябрĕн 15-мĕшĕнчен йышăнма тытЕС.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика