Кăкăр шыççи

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2020, 10:28 Просмотров: 137

 Хĕрарăмсен кăкăр шыççи онкологипе чирлекенсен йышĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. 2019 çулта районта çакнашкал 13 тĕслĕх пулнă. Кăçалхи 9 уйăхра 12 çыннăн палăрнă. Диспансеризаци тухни чире палăртма май парать те. Ун чухне хĕрарăмсене маммографи тĕпчевĕ тăваççĕ. Мĕншĕн шыçать-ха кăкăр? Хырăм пăрахни, кăкăра суранлатни, гормонсен улшăнăвĕсем тата ыттисем те чире пуçарма пултараççĕ. Качча тухман, ача çуратман хĕрарăмсен те кăкăр шыçас хăрушлăх пур. Маммографи тĕрĕслевĕ кăкăр çинчи улшăнусене кăтартатех. Вара хĕрарăмăн тата УЗИ тухас пулать. Ун хыççăн та BiRADS - 3,4,5 пулсан республикăри онкодиспансера яратпăр. Унта пункци илеççĕ тата биопси тăваççĕ. Кăкăр шыççине маларах тупса палăртни сиплеве иртерех пуçăнса сывалма май парать. Кăçал çак чирĕн 1 стадинче 4 тĕслĕх, иккĕмĕшĕнче - 4, виççĕмĕшĕнче - 3, тăваттăмĕшĕнче пĕр тĕслĕх тупса палăртнă. Кăкăр шыççине тупса палăртас енĕпе халĕ уйăхлăх пырать. Сывлăхăра кашнийĕ тĕрĕслеттерме пултаратăр. Специалист канашне вăхăтра илни чире шала каясран пулăшатех.

В. ФРОЛОВ, онколог.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика