Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2020, 10:03 Просмотров: 538

Налук çăмăллăхĕсене ырланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Правительство членĕсем Раççей Федерацийĕн саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ май Чăваш Республикин саккунĕсене те çĕнетессине пăхса тухнă. Саккун проекчĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Улшăнусем, тĕпрен илсен, налук тупăшне республика бюджетне хывассипе çыхăннă. Тепĕр саккун проекчĕ предпринимательсене тата республика çыннисене патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе тивĕçтерес тĕллеве тĕпе хурать. Ку улшăнусене, сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ ларусенче пĕр хутчен кăна мар пăхса тухнă. Саккун проектĕнче предпринимательсен налук ставкисене

Эмел туянма укçа килнĕ

Коронавируспа чирлисем валли эмел туянма федераци бюджетĕнчен укçа куçарса панă. Больницăра выртакансене эмелпе унччен те тÿлевсĕр тивĕçтернĕ-ха. Çав вăхăтрах килте сипленекенсене коронавируса сиплекен, Раççей Сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ препаратсем лекмен. Республикăн Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, халĕ пирĕн республикăна федерацин бюджетĕнчен 45,8 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Чăваш Ен Ертÿçи Олег Николаев эмел туянмалли аукциона вăраха ямасăр ирттерме сĕннĕ, лару-тăрăва вăл хăй тĕрĕслесе тăрĕ.

Районпа хула пĕрлешесшĕн

Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Çĕмĕрле районĕпе хулин çитес пилĕк çулхи аталанăвне тишкернĕ. Унта хутшăннисем икĕ муниципалитета пĕрлештерес шухăшлине пĕлтернĕ. Аслă экономика канашĕн ертÿçи, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс комитечĕн ертÿçи Анатолий Аксаков районпа хулана пĕрлештерес шухăш вырăнти пуçлăхсемпе тата предприяти ертÿçисемпе калаçнă май çуралнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та ку шухăша ырлать. Ыйтăва татса париччен ăна вырăнти халăхпа тĕплĕн сÿтсе явмалла.

Оперштаб йĕркеленĕ

 «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хăвăрт çÿремелли çул тăвас енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб йышне çирĕплетнĕ. Асăннă ушкăн ĕçне йĕркелесе тăрассишĕн республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви яваплă. Оперативлă штаб председателĕ  – ЧР Министрсен Кабинечĕн Ертÿçи пул., унăн заместителĕ пулма транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне шаннă. Ĕçлĕ йыша тĕрлĕ министерствăпа ведомство ертÿçисене тата хăвăрт çÿремелли çул иртекен районсен /Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Çĕмĕрле, Тăвай/ администрацийĕсен пуçлăхĕсене кĕртнĕ.

Ултавçăсенчен асăрханăр!

Ноябрĕн  7-мĕшĕнче республикăри икĕ çын ултавçăсене 500 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Шел те, хăйсемпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă çынсене халĕ те ĕненеççĕ, вĕсен вăлтине çакланаççĕ. Шупашкарти 30 çулти хĕрарăм тата Шупашкар районĕнчи 47-ри арçын та çак мелпех улталаннă. Вĕсем патне хăйсемпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă çынсем шăнкăравланă, карточкисем çинче «иккĕленÿллĕ» операци пулнине пĕлтернĕ. 30-ти хĕрарăм 124 пин тенкĕсĕр юлнă. Арçын вара ултавçăсене 400 пин тенкĕ куçарса панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика