Надежда Квасова - конкурс çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2020, 09:54 Просмотров: 821

Районти централизациленĕ клуб системинче Анне кунĕ ячĕпе "Чăваш хĕрарăмĕ" конкурс иртрĕ. Сцена çине районти чи пултаруллă та матур хĕрарăмсем, ача амăшĕсем тухрĕç, хăйсен ăсталăхне, чăвашăн йăли-йĕркине, культурине кăтартса пачĕç, капăр кĕпе-тумтирĕпе савăнтарчĕç.

Конкурса ултă хĕрарăм - Надежда Квасова (Çĕньял), Людмила Алешова (Патăрьел), Валентина Данилова (Патăрьел), Светлана Иванова (Чăваш Ишек), Елена Паукина (Именкасси), Елена Кузнецова (Кивĕ Катек) - хутшăнчĕ. Жюри вĕсен пултарулăхне пилĕк енĕпе хакларĕ: хăйсемпе паллаштарни, асанне арчинчи ĕлĕкхи çипуç, хăйсен пултарулăхне кăтартасси, наци апат-çимĕçне хатĕрлесе хак парасси, чăваш халăхĕн илемлĕ тумĕпе сцена çине ăста утса тухасси.

Конкурса хутшăнакасем тивĕçе кăмăлтан, пысăк хавхаланупа пурнăçларĕç. Вĕсене пурне те тĕрлĕ номинаципе хак пачĕç: "Чи пултарулли", "Чи тараватли", "Чи сăпайли", "Чи хастарри", "Чи маттурри". "Чăваш хĕрарăмĕ - 2020" ята вара Çĕньялти Надежда Квасова тивĕçрĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп грамотипе тата парнепе чыс турĕç. Тупăшура уйрăмах палăрнă амăшĕсене Патăрьелĕнчи "Олан" илемлĕх салонĕ парнепе хавхалантарчĕ.

Районти централизациленĕ клуб системин, Тăрăнти культура çурчĕн артисчĕсем куракансене юрăпа савăнтарчĕç. Нумай пулмасть Раççейри "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн çĕнтерỹçи ята çĕнсе илнĕ, Патăрьелĕнчи музыкăпа ỹнер шкулĕнче вĕренекен Аня Путякова чăваш халăх юррисене ăста шăрантарчĕ.

- Анне пулсан çемьере телей тулли. Пурин те пурнăçра сывлăх, ăнăçу пултăр, - терĕ районти культура çурчĕн театр режиссерĕ Луиза Леонтьева конкурса ертсе пынă тата мероприятие пĕтĕмлетнĕ май.

А. ЕГОРОВА

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика