Коронавирусран асăрханар, "СПИД" пирки те манар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2020, 09:18 Просмотров: 714

ПАЯН коронавирус пандамийĕ вăй илсе пынă вăхăтра ытти чиртен асăрханмаллине манар мар. Вăл шутра СПИД чирĕн ВИЧ-инфекцийĕ пирки те. Юлашки çулсенче çак усал амак пирĕн тăрăха та килсе ерчĕ. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна 45 çын инфекцие çаклатнă. Тухтăр пĕтĕмлетĕвĕнчен вĕсем хушшинче арçынсем те, хĕрарăмсем пулни те паллă. Ытларах вăй питтисем, район тулашне тухса пысăк хуласене ĕçлеме çỹрекенсем чирлеççĕ.

Декабрĕн - 1-мĕшĕ СПИД чирне хирĕç кĕрешмелли кун. Патшалăх шайĕнче йышăннă çак кун пурне те çыннăн ĕмĕрне вăхăтсăр татакан усал чиртен сыхă пулмаллине асăрхаттарать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика