Çул çинчи тимлĕхе пурин те ỹстермелле

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021 09:50 Просмотров: 299

Хальхи вăхăтра чылай ĕç коллективĕнче, организаци-предприятинче, ял тăрăхĕ- сенче иртсе кайнă çулталăка пĕтĕмлетеççĕ, умра тăракан тĕллевсене палăртаççĕ. Пирĕн хаçатăн сотрудникĕ çак тĕллевпе РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ- пе Алексей Юрьевич Мальцевпа тĕл пулнă, çул-йĕр инспекци- йĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă.

- Алексей Юрьевич, иртсе кайнă çулталăк чăн малтанах çĕршыври пандемие пула кăларса тăратнă йывăрлăхсемпе асра юлчĕ. Районти патшалăх çул-йĕр инспекцийĕшĕн те вăл çăмăлах иртмерĕ-тĕр. Çулталăк пĕтĕмлетĕвне мĕнле хак паратăр?

- Тĕрĕсех, пирĕн сотрудниксен те патшалăх çирĕплетнĕ саккунсене, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма тиврĕ. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра та коронавирус малалла сарăласран асăрханатпăр, Роспотребнадзор çирĕплетнĕ маска режимне тата ыттине те пăхăнатпăр.

Район территорийĕнче 2020 çулта пулнă аварисен шучĕ вара кăçал сотрудниксене, çав вăхăтрах транспортпа çула тухакансене тата ытларах тимлĕ пулма хистет. Çулталăк тăршшĕпе пирĕн районта 40 автоаварие шута илнĕ, вĕсенче 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 57 çын аманнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан çул çинче пулакан инкексен шучĕ 25 процент ỹснĕ. Аваринче вилекенсемпе аманнисем маларахри çулхинчен сахалтарах.

- Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çапах та аварисен шучĕ ỹснине эсир чăн малтанах мĕнле сăлтавпа çыхăнтаратăр?

- Граждансен культура шайĕ сцена çинче е урăх çĕрте çеç пулмалла мар. Çула тухакан водитель е çуран утакан çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнни синкерлĕ инкекрен сирме пулăшать. Автомашина хăвăртлăхне, ытти хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни те саккунлăхпа çыхăннă. Ун пек чухне аварисем, вилекесем, аманакансем сахалланĕç.

- Çул-йĕр инспекторĕсем шута илнĕ аварисенчен ытларах мĕнле сăлтавпа пулаççĕ-ши?

- Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Çапах та инкексенчен шăпах çурри пĕр автомашинăпа тепри пырса çапăнни. Пысăк хăвăртлăхпа çỹренĕрен автомашина çаврăнса ỹкнĕ, çуран пыракан çине, ларакан техникăна пырса кĕнĕ тĕслĕхсем те пур.

- 2020 çулта аварире пурлăха сиен кỹнипе çыхăннă тĕслĕхсем пулнă-и?

- Ун пек тĕслĕхсем те сахал мар. ГИБДД сотрудникĕсем 12 уйăхра çакнашкал сăлтавпа 208 материал хатĕрленĕ.

– Алексей Юрьевич, аваринче çул çитмен ачасем пулни икĕ хут инкек темелле. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк суран, сирĕн инспекторсемшĕн те йывăр авари шутланать.

- Тĕрĕсех. Ку тĕлĕшпе чăн малтанах шкулсенче, çемьере çул çитмен ачасене çул-йĕр правилине хăнăхтарса ỹстермелле. Профилактика субъекчĕсен ку тĕлĕшпе ачасене тимлĕх уйăрмалла, вĕсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттермелле. Шел пулин те кашни çулах çул çитмен ачасем хутшăнннипе аварисем пулаççĕ. Пĕлтĕр çакнашкал 9 инкекре 11 ача суранланнă.

- Пахалăхсăр çул е ăна вăхăтра юртан тасатса тăманнипе инкек сиксе тухнă пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Çак сăлтавсем чăн малтан аварилле лару-тăру тума пулăшаççĕ. Çавăнпа та районти çул-йĕре пăхса тăракан организацисен хĕлле те, çулла та хăйсен участокĕсене тирпейлесех тăмалла. Пĕлтĕр çак сăлтавпа 9 авари пулнă.

- Тавах калаçушăн. Çĕнĕ çул сире тата сотрудниксене ăнăçу çеç илсе килтĕр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика