Уява кăмăлтан кĕтеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021, 09:51 Просмотров: 349

Православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем январĕн 25-мĕшĕнче çветуй Татианăн кунне паллă тăваççĕ. Историрен çакă паллă: Римра кун çути курнă хĕр Христос тĕнне çирĕп тытса пынă. Ăна темĕнле асаплантарсан та вăл унтан сивĕнмен. 1755 çулта асап тỹссе вилнĕ Татианăна асăнса Елизавета патша Мускавра университет йĕркелесси пирки Указ кăларнă. Каярахпа вара Раççейре студентсене хỹтĕлекен çветтуй Татиана ячĕпе храмсем уçма пикеннĕ. Сăмах май каласан, ун пек чиркỹ Шупашкарта та пур. Январĕн 25-мĕшĕнче студентсем çеç мар, çветтуйпа пĕр ятлисем хăйсен кунне паллă тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Уяв умĕн эпир те Татьянăсемпе тĕл пулса калаçрăмăр.

Татьяна ИВАНОВА, Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ:

- Çветтуй Татиана кунне эпир кăмăлтан кĕтетпĕр. Çак кун пирĕн техникумра нихăçан та сарăмсăр çеç иртсе каймасть. Кашни ушкăн хăйне евĕр кăсăклă мероприяти йĕркелет, Татьянăсене саламлать. Пирĕн вĕрентỹ учрежденийĕн коллективĕ пысăк. Тĕрлĕ специальность илме вĕренекен студентсем çеç 500 ытла. Вĕсенчен çичĕ Татьяна. Эпĕ хам повар специальноçне алла илме хатĕрленетĕп. Ачаранах апат пĕçерме кăмăллатăп. Çак уявра та сĕтел çинче хам алăпа хатĕрленĕ çимĕç пулĕ. Паллах, асап тỹссе вилнĕ çветтуй ячĕпе юлташсемпе чиркĕве кайса çурта лартасси, Турă çăкăрне кастарасси те пирĕн ырă йăлара.

Сăмах май каласан, пирĕн агропромышленность техникумĕнче пирĕнпе пĕр ятлă преподавательсем те пур: Татьяна Имеркина, Татьяна Кучерова, Татьяна Михеева. Татьяна Соловьева тĕп бухгалтерта, Татьяна Кальметова поварта тăрăшаççĕ. Вĕсене те чун-чĕререн çак уявпа саламлатпăр.

Татьяна ТИХОНОВА, Первомайскинчи вулавăш заведующийĕ:

- "Татьяна" ят çирĕп характерлă, ĕçре хăйĕн вырăнне тупма пултарнине пĕлтерет. Сăнанă тăрăх пурнăçра та çаплах. Çак кун çулсеренех эпир библиотекăна пуçтарăнса культура мероприятийĕ йĕркелетпĕр, пĕрле чей ĕçетпĕр. Вулакансенчен çичĕ Татьяна кăçалхи уява хутшăнма малтанах хапăл турĕç. Вĕсем пурте вăхăтĕнче студент "пăттине" тутаннăскерсем. Çак йышра бухгалтер та, сутуçă та, воспитатель те, повар тата ытти специальноçлă хĕрарăм та пур. 30 çула яхăн библиотекăра ĕçлесе календарьти кашни уявах вулаканпа йĕркелеме тăрăшатăп. Январĕн 25-мĕшĕнчи Татианăсен кунĕ - хисеплĕ уявсенчен пĕри. Эпĕ хам Шупашкарти культура училищинче вĕренсе специальность илнĕ. Çулсем иртсен те студент тапхăрĕнчи хаваслă кунсем нихăçан та асран тухмĕç. –

 Татьяна КАЗНАЧЕЙ, район архивĕн заведующийĕ:

- Эпир ача пулса ỹснĕ е студент чухне çак уява кун пек анлă паллă тăвасси йăлара марччĕ. Çапах та атте-анне мана çветтуй Татиана ятне çыртарнăшăн паянхи кун та тав тăватăп. Хам Ульяновскинчи ял хуçалăх институтĕнче агроном профессине алла илнĕ. Ун хыççăн районти тĕрлĕ ĕçре тăрăшма тиврĕ. 2001 çултанпа район архивне йĕркелесе пыратăп. Студент пулнă çын телейлĕ тесех хакласшăн. Ăна эпĕ салтакра пулнă çынпа танлаштаратăп. Вăл тавра курăмпа та, пултарулăхпа та, ытти енĕпе те уйрăлса тăрать, пурнăç çине те урăхла куçпа пăхать. Çавăнпа та паянхи çамрăксене шкул саккинченех пулас специальноçа суйласа вĕренме ыйтасшăн. Шкултах тарăн пĕлỹ илнĕ ачасене малалла та çăмăл.

- Татьяна ЮРМИНА, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен:

 - Татьяна ят мана чăн малтанах Александр Пушкинăн "Евгений Онегин", Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэмисене аса илтерет. Çут тĕнче илемне çак ятпа курма пултарнишĕн эпĕ Турра та, атте-аннене те тав тăватăп, уншăн çав тери хĕпĕртетĕп. Кăçалтан эпĕ те студентсен йышне кĕме хатĕрленетĕп. Сăмах май каласан, мана ытларах чĕлхе, литература килĕшет. Иртнĕ çул эпĕ малтан районта, ун хыççăн республикăра чăваш чĕлхипе литература одимпидине хутшăнса палăрнăччĕ. Ытти предметпа та призер пĕрре мар пулнă. Манăн çывăх юлташăм, 9 класра вĕренекен Татьяна Павлова та олимпиадăсене хастар хутшăнать. Эпĕ хамăр шкулти мĕн пур Татьянăсене (учительсен коллективĕнче те сахал мар) уява асра юлмалла ирттерме, яланах çирĕп кăмăллă пулма сунатăп.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика