Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021, 10:17 Просмотров: 248

Цифра трансформацийĕ кашнинех улшăнма хистет

ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ертсе пынипе Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура республикăн цифра трансформацийĕн планĕсене тишкернĕ. Цифра аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина палăртнă тăрăх, пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, цифра технологийĕсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Çак улшăнусене йышăнмашкăн хатĕр пулмалла. Çавăнпа ĕнтĕ патшалăх служащийĕсен вĕренĕвне йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Цифра технологийĕсем вара патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кристина Андреевна çакна пĕлтĕр Президент пуçарнипе 16 çулчченхи кашни ачашăн 10-шар пин тенкĕ тÿленĕ тĕслĕхпе те çирĕплетнĕ. Граждансем пĕрре заявлени çырнă та – ытти пĕтĕмпех хайхи цифра трансформацийĕн ĕçĕн кăтартăвĕ.

 Медаль эскизне суйланă

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа кăçал 80 çул çитет. Çавна май пирĕн республикăра медаль çирĕплетме йышăннăччĕ. Аса илтерер: медаль эскизне палăртма конкурс ирттернĕ. Унта 11 ĕç тăратнă. Вĕсене геральдика тата фалеристика правилисене пăхăнса хатĕрлеме тивнĕ. Чи сумлă та тивĕç ĕç тесе жюри членĕсем Раççей Федерацийĕн халăх художникĕ Геннадий Правотворов хатĕрленине суйласа илнĕ. Эскиза Раççей Президенчĕ çумĕнчи Геральдика канашне пăхса тухма ярса панă.

Дежурствăра — студентсем

Чăваш Республикинчи аслă шкул студенчĕсем 4 кун йĕрке хуралĕнче тимленĕ. 18 хĕрпе каччă патрульпе пост службин сотрудникĕсемпе, ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле дежурствăна тухнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ. ЧР ШĔМĕнче «Студентсен десанчĕ» акцие пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа министрăн заместителĕ Сергей Белоконь саламланă. Сергей Викторович палăртнă тăрăх, акцие полицейскисен ĕçĕпе паллаштарма йĕркеленĕ.

Вертолет кăçал та вĕçĕ

Инçетри районсенчен васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлисене кăçал та вертолетпа илсе килĕç. Пĕлтĕр вертолета пирĕн республика Мари Элпа пĕрле арендăна илнĕ пулнă. Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх санитари авиацийĕ валли республика 25 миллион тенкĕ тăкакланă, кÿршĕ регион – 15 миллион тенкĕ. Пĕлтĕр вертолетпа 52 пациента больницăна илсе кайнă пулсан кăçал 53 хутчен усă курĕç.

Çивĕч ыйту

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси – çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕн тĕп теми пулнă. Пĕлтĕр социаллă пулăшу учрежденийĕсене суд наркоманирен сипленмелли, диагностика тумалли йышăну кăларнă 64 çын пынă, вĕсенчен 48-шĕ социаллă реабилитаци витĕр тухнă. Çавăн пекех 454 çынна ĕçе вырнаçтарма пулăшнă. Вĕсенчен 59-шĕ – наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсем, 395-шĕ – ĕçкĕпе туслисем.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика