Пĕрлĕхпе пĕршухăшлăх - аталану çул-йĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021 10:54 Просмотров: 550

Февралĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев хутшăннипе вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне йĕркелессипе çыхăннă ыйтупа общество итлевĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин, Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Анисия Воробьева тата ыттисем хутшăнчĕç.

 "Çавра сĕтел" вăхăтĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕ контрольпе надзор органĕпе (КНО) мĕнле хутшăнса ĕçлени, старостăсен институчĕпе вырăнти влаç çыхăнăвĕ, вырăнсенче обществăлла самоуправлени территорийĕсене (ТОС) туса хурас, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указне - "О реализации на территории Чувашской Республики проектов развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах" - районта мĕнле пурнăçласа пыни пирки, район администрацийĕн пуçлăхĕпе район пуçлăхĕн должноçĕсене пĕрлештересси, ертỹçе суйлавра палăртасси çинчен калаçрĕç.

 Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Нăрваш Шăхаль, Турхан, Патăрьел, Çĕньял ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем - Николай Раськин, Александр Еремеев, Николай Ялуков, Мария Мадюкова тухса калаçрĕç.

Канашлура Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ял тăрăхĕсен республикăра "Чи лайăх муниципаллă практика" ятпа йĕркелекен конкурса хастартарах хутшăнмаллине, вырăнти влаç халăх шухăшне шута илсе ĕçлемеллине, вырăнти проблемăсене татса парас ĕçре республика, федераци шайĕнчи программăсене хутшăнмаллине каларĕ, ял тăрăхĕ- сен пуçлăхĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

 Пĕлме

2019 çул итогĕпе республикăри "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурса пирĕн районтан Çĕньял ял тăрăхĕ хутшăнать. Çавна май Станислав Николаев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа канашлу умĕн çак ял тăрăхне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

А. ЕГОРОВА

Газета

Архив материалов

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

Все новости

Яндекс.Метрика