Куравра - архив докуменчĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021, 10:18 Просмотров: 404

Федерацин Атăлçи округĕнче архив материалĕсен Пĕтĕм Раççейри "Без срока давности" куравĕ уçăлнă. Чăваш Енре ăна Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче йĕркеленĕ. Кун пирки "Советская Чувашия" хаçат пĕлтерет.

Кураври документсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тылри çынсен инкекне кăтартса параççĕ. Унта совет халăхĕн геноцичĕ пирки калакан документсене пĕрремĕш хут çын умне кăларнă. Курава ахальтен мар февралĕн 8-мĕшĕнче уçнă. Шăпах çак кун, 75 çул каялла, Совет Союзĕн тĕп айăплавçи Роман Руденко Пĕтĕм тĕнчери çар трибуналĕнчен нацистсен тискерлĕхĕ пирки сăмах каланă. Шупашкарта курав февралĕн 21-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика