Тул пулура - ветерансем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:20 Просмотров: 311

Массăллă оборонăпа спорт ĕçĕн уйăхлăхĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн студенчĕсем Афганистанра çар службинче тăнă ентешсемпе тĕл пулчĕç. Ăна совет çарĕсене туллă-сăртлă çĕршывран илсе тухнăранпа 32 çул çитнине халалланă. Тĕл пулăва 10 ветеран килчĕ. Производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В. Маркиданов тата районти воин-афганецсен канашĕн председателĕ Ф. Сулейманов хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çар ретĕнче тăнă кунсене, Тăван çĕршыв умĕнче тивĕçе мĕнле пурнăçланине куç умне кăларчĕç. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман çамрăксене аса илчĕç. Çитĕнекен ăрăва тăрăшса вĕренме сĕнчĕç.

Мероприятие ертсе пыракан М.Черновăпа Г. Полякова Афган вăрçинчи салтаксемпе офицерсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Çав вăхăтри видеороликсенче хаваслă сăн-питсене куратăн. Çапăçу хыççăн пулсан та пуçа усман вĕсем.

 Чуна пырса тивекен юрăсем шăранчĕç, сăвăсем вуланчĕç. Афган вăрçинче пуç хунă Сителти А. Журавлевăн тăван килне янă çырăвне вуларĕç.

Техникум директорĕ А. Логунов ветерансем мирлĕ пурнăçра та çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывма пултарнине палăртрĕ. Совет салтакĕсен чăтăмлăхĕ, паттăрлăхĕ студентсемшĕн ырă тĕслĕх.

 М. ВАСИЛЬЕВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика