Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021, 08:44 Просмотров: 355

Профилактика мероприятийӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Видео ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗскере ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынă, унта районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисем те хутшӑннă.

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне чакарас, преступленисен шутне пӗчӗклетес тӗллевпе 2020 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнă. Ку енӗпе республикӑра ятарлӑ программӑсем ҫирӗплетнӗ.

Кино та пулĕ, палăк та

ЧР Культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура хăй ертсе пыракан отрасль хыпарĕсемпе паллаштарнă. Вĕсен шутĕнче - Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсене халалласа спектакль хатĕрлени. Фильм та пулĕ - нумаях пулмасть унăн массăллă сценисене ӳкернĕ. Лентăна кĕркунне тĕлне хатĕрлесе çитермелле, уйрăм сыпăкĕсене вара Шупашкарти кинофестивальте кăтартасшăн. Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен ячĕпе лартмалли палăк проекчĕн авторĕ те паллă. Конкурсра Константин Фомин çамрăк архитектор çĕнтернĕ. Павел Данилов вице-премьер хутшăннипе Мускавра палăк ыйтăвĕпе канашлу иртнĕ, строительствăн çул-йĕр карттине çывăх вăхăтрах хатĕрлесе çитермелле.

Çул çинче инкексем ан пулччăр

Чăваш Республикинчи Правительствăн çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта авари час-часах тухакан вырăнсен шутне чакарассипе, çул çинче пулакан инкексен сăлтавĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. ЧР ШĔМĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геннадий Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çул кăтартăвĕсемпе авари час-часах пулакан 32 вырăна палăртнă. Çул çинчи инкексен сăлтавĕсене пĕтерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттернине пула çакнашкал лаптăксен шучĕ майĕпен чакса пырать. Комисси членĕсем çул çинчи инкексен шутне чакарас тесен профилактика ĕçне вăйлатмалла тесе пĕтĕмлетнĕ.

Цифра медицинин сервисĕ

Чăваш Енри тухтăрсем цифра медицинин меллĕ сервисĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕç вырăнĕсене компьютерпа туллин тивĕçтернĕ, интернетпа çыхăнтарнă. Поликлинникăсенчи терапевтсен тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен планшетсем пур. Ҫавăн пекех медицина пулăшăвĕ илмелли йĕркепе регистратура патĕнче вырнаçтарнă терминалсенче те паллашма пулать.

Хăнасене тарават

Шупашкарти хăна çурчĕсем туристсене йышăнма хатĕр. Чăваш Енĕн тĕп хулинче çак тытăмри 51 заведени ĕçлет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Чăваш Ене килекен туристсен пысăк йышне вырнаçтарма пултараççĕ.

Тĕп вырăнта – тирпей-илем

Кăçал Республика кунĕ Шупашкарпа пĕрлех Ҫĕмĕрле районĕнче иртесси пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ҫавна май Ҫĕмĕрле районĕнче уява йĕркелес тата ирттерес тĕллевпе оргкомитет ларăвĕнче Тăванкасси культура çурчĕ çумĕнчи, Карл Маркс ячĕллĕ урамри Ҫĕнтерӳ скверĕсене тирпей-илем кĕртесси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса палăк вырнаçтарасси, Турханти Октябрь урамĕнчи спорткомплекс çĕклесси çинче чарăнса тăнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика