Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021 09:11 Просмотров: 178

 Мартăн 30-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Сессире кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйту пăхса тухрĕç. Ларура сỹт-се явма палăртнă ыйтусенчен пĕри - Патăрьел районĕн юридика пĕлтерĕшлĕ тĕп документне - уставне - улшăнусем кĕртсе йышăнни пулчĕ. Унпа район администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Наталья Каргина паллаштарчĕ.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова 2020 çулта районта кашни отрасльпе бюджета мĕнле пурнăçлани пирки отчет туса пачĕ.

Çавăн пекех депутатсем "Патăрьел районĕн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи бюджечĕ çинчен", "Патăрьел районĕнчи муниципаллă служби çинчен калакан положенин çĕнĕ редакцине çирĕплетесси çинчен", "Патăрьел район администрацийĕн финанс пайĕ çинчен калакан положение çирĕплетесси çинчен" калакан ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Депутатсем çамрăксене тĕллевлĕ вĕрентỹ килĕшĕвĕпе специальность илме пулăшас, çавна май вĕсене вырăнта ĕçлеме услови туса парас, кадрсене хатĕрлес тата ытти ыйтăва та хускатрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика