Çурт тăрринчи юр газ пăрăхне сиенленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021, 09:14 Просмотров: 381

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртăн тăрринче пуçтарăннă юр шуса анса газ пăрăхне сиенленĕ. Яваплă служба сотрудникĕсем - акционерсен "Газпром газораспределение Чебоксары" обществăн Канашри филиалĕн специалисчĕсем - инкек пулнă вырăна вăхăтра çитсе ăна тирпейленĕ, çынсене çийĕнчех газпа тивĕçтернĕ.

Çакăн хыççăн район прокуратури Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çак çуртра пурăнакансем çурт-йĕр законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, вĕсем нимĕнле управляющи организацине те пăхăнманнине палăртнă. Çавна пула çак çуртра пĕтĕмĕшле пурлăха тытса тăрас, çав вăхăтрах çурт тăрринчи юрсене тасатас ĕç те кирлĕ пек пулса пыман. Ку тĕлĕшпе район прокуратури управляющи организацие палăртас тĕллевпе конкурс ирттерме Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕн ячĕпе представлени çырнă.

Район центрĕнче пулса иртнĕ пăтăрмах пирки Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Ялуковпа çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

- Çак çурт нимĕнле управляющи компани çинче те мар. Ку таранччен вĕсем юр тасатассине тата ытти ĕçсене хăйсен вăйĕпе пурнăçланă е ытти подряд организацисене тытса ĕçлеттернĕ. Çывăх вăхăтра харпăрлăх хуçи шутланакансемпе пуху йĕркелесшĕн, çак ыйтăва татса парасшăн. Кашни çуртăн хуçи е уншăн яваплă çын кирлех.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика