Çĕр планетăна упрасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.04.2021, 10:00 Просмотров: 267

Пĕлĕте хăпарма авалхи грексем те ĕмĕтленнĕ. 1961 çулта этемлĕхĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Апрелĕн 12-мĕшĕнче «Восток-1» космос карапĕпе Юрий Гагарин пĕрремĕш летчик-космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. Вăл Çĕр тавра 108 минутра çаврăннă. Пĕтĕм тĕнчери радио тата телевидени станцийĕсем космос вĕçевĕ пирки пĕлтерсе тăнă. Юрий Алексеевич каланă «Поехали» сăмах кашнин асĕнче тăрса юлнă. Çакăнтан тĕнче уçлăхне тĕпчес тапхăр пуçланать.

 Вырăс тата ют çĕршыв ученăйĕсем космонавтикăна аталантарассишĕн нумай тăрăшнă: вырăс авиацийĕн ашшĕ - Н. Жуковский, талантлă изобретатель Н. Кибальчич, ракета вĕçевĕн теорине хатĕрлекенĕ К. Циалковский, паллă конструктор С. Королев.

Юрий Гагарин космосра вĕçнĕ чухне Çĕр еплерех илемлине каланă, ăна упрамаллине палăртнă. Анчах экономика енчен чылай вăйлă аталаннă патшалăхсем экологие сĕмсĕррĕн варалаççĕ. Малашне те çаплах пулсан Юрий Алексеевич курнă хитрелĕх упранса юлĕ-ши?

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика