Форума Патăрьелсем те хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:40 Просмотров: 419

ÇАК кунсенче Шупашкарти Пăр керменĕнче Чăваш Республикинче Общество палатине туса хунăранпа 10 çул çитнине халалласа "Общество контролĕн механизмĕсем" темăпа анлă форум ирттернĕ. Кĕске тапхăр пулсан та çак хушăра Палата çынсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене татса парас, халăхпа власть пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелли меслетсене тупса палăртас тĕлĕшпе ỹсĕмлĕ ĕçсем тунă. Унăн статусĕ те ỹссех пырать. Халĕ, акă, общественниксем суйлавсем епле ирттернине те сăнама хастар хутшăнаççĕ. Ку кăçалхипе РФ Патшалăх Думин тата республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне те çỹллĕ шайра йĕркелеме пулăшĕ.

Форума пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламланă, Общество палати тата Общество канашĕсем рес- публика пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнса тăнине палăртнă, малашнехи ĕç-хĕлте пысăк ỹсĕмсем тума суннă. Сăмах май, мероприятие пирĕн район делегацийĕ те (Общество совечĕн председателĕ А. Самакин, членĕсем В. Карягин тата Н. Ларионов) хутшăннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика