Ветерана саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:49 Просмотров: 315

Козловкăра пурăнакан Михаил Наташкин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 76 çул çитнине уявлас умĕн 3 уйăха яхăн маларах хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Михаил Тимофеевич 1942 çулта фронта кайнă. Икĕ хутчен аманнă. Тăван килне икĕ хутчен вилнĕ текен хыпар çитнĕ. Çĕнтерĕве Украинăра кĕтсе илнĕ. Яла 1945 çулхи сентябрьте таврăннă.

Уяв ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне килне кайса РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев саламланă.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика