Рассых Камалетдинова асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2021, 14:50 Просмотров: 225

Уяв кунĕсенче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта шкул ачисен спартакиадипе килĕшỹллĕн ял спортсменĕсем хушшинче нумай хутчен Совет Союзĕн чемпионĕ, рекордсмен пулнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Рассых Камалетдинова асра тытса çăмăл атлетикăпа йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртрĕç.

Старта тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Рассых Ямалетдиновичăн ывăлĕсем, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов саламларĕç.

Ăмăртусене 19 командăри 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Ỹсĕм çулĕпе илес пулсан чупура тĕрлĕ дистанцире хĕрачасенчен З.Хуснетдинова (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул), Д.Маркова (Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул), Е.Волкова (Аслă Чемен), М.Быкова (Кивĕ Ахпỹрт), А.Макарова (Аслă Чемен), А.Илюткина, В.Иванова, Е.Краснова, О.Краснова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), А. Соколова (Пăлапуç Пашьел), арçын ачасенчен К. Стеклов, Д.Паймуков, Д.Суворов, Ю.Кубиков, А.Михайлов (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), К.Сидоров, В.Клементьев, Р.Смирнов, А.Удалов, Д.Матюшкин (Первомайски), С.Степанов (Пăлапуç Пашьел) пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç.

Чупса пырса тăршшĕне сикессипе А.Никифоровăпа А.Михайлов (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) малта пулчĕç.

Йĕтре тĕртсе Т.Семенова (Турхан), К.Быков (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) çĕнтерчĕç.

Хутăш эстафетăра 7-9 тата аслă классенче вĕренекенсем хушшинче те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç. Пĕтĕмĕшле командăпа та çỹлерех асăннă шкулта вĕренекенсем малта пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика