Виçĕ енлĕ ăмăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 09:11 Просмотров: 272

Альметьевск хулинче Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ. Унта хутшăннисем виçĕ енлĕ - шывра ишсе, велосипедпа ярăнса тата чупса - ăмăртнă. Тупăшусене Раççейĕн 7 регионĕн спортсменĕ явăçнă. Çав йышра Мускав, Санкт Петербург хулисенчен, Пушкăртстанран, Саратов облаçĕнчен те пур. Чăваш Республикин командин чысне хỹтĕлеме хутшăннă Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Самира Салихова пĕрремĕш, Тимофей Иванов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Оля Краснова, Софья Яковлева, Андрей Сулагаев, Даниил Иванов, Азалия Салихова, Дина Хафизова та лайăх кăтартусемпе палăрнă. Вĕсене ăмăртусене хутшăнма С.Рубцова, В.Платонов тренер-преподавательсем хатĕрлеççĕ. Каччăсемпе хĕрсем пурте Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹреççĕ.

х х х

Çĕнĕ Шупашкар хулинче те триатлон енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Арçын ачасем хушшинче Егор Селиванов (тренерĕ В.Платонов) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хĕрсенчен Полина Хураськина малта (тренерĕ В.Карягин). Кĕçĕн ушкăнра Оля Красновăпа Андрей Сулагаев - виççĕмĕш вырăнсенче. Çавăн пекех 9-11 çулсенчи Азалия Салиховăна, Анна Рубцовăна, Даниил Иванова, Тимофей Иванова, Софья Яковлевăна (тренер-преподавателĕсем С.Рубцовăпа В.Платонов) грамотăсемпе, пылак парнесемпе чысланă.

А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика