Патăрьелсем - конкурс çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 14:21 Просмотров: 336

РЕСПУБЛИКА кунне халалласа муниципаллă районсемпе хуласем хушшинче "Славься, Чувашия!" конкурс ирттернĕ. Ăна Чăваш Республикинчи культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарăвĕпе халăх пултарулăхĕн "Трактор тăвакансен культура çурчĕ" республикăри центр йĕркеленĕ.

Конкурса республикăри 14 район тĕрлĕ жанрпа тăван республикăмăр пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă творчество программине хатĕрленĕ. Унта пирĕн районти "Республика Чувашия" представлени пĕрремĕш вырăн йышăннă. Программа авторĕ - хастар та пултаруллă культура ĕçченĕ, 2019 çулта республикăра "Чи лайăх культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Вероника Арланова. Республикипе асăннă конкурса 850 çын хутшăннă, Патăрьелсен культура программине вара 200е яхăн сцена ăсти илем кỹнĕ. Районти культура тата библиотека ĕçченĕсен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсемпе вĕренекенсен вăйĕпе хатĕрлесе районти Акатуй-Сабантуйра кăтартнă театрализациленĕ представлени республика халăхĕн утса тухнă пурнăçне, вăрçă вăхăтĕнчи самантсене, халăх пĕрлĕхне, туслăхне уçса парать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика