Июль уйăхĕнчи ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 16:27 Просмотров: 407

Çĕр çырлине çĕнетме хунавĕнчен калча хатĕрлемелле.

Июль уйăхĕн иккĕмĕш çурринче хурлăхан тунине, тымарне лартма, улма-çырла йывăçне папка сыпма тытăнмалла.

Нумай çимĕçлĕ йывăç-тĕмĕн турачĕ хуçăласран тĕревлетмелле. Йĕплĕ çырла тĕмне çыхни çырлана çĕрĕк чирĕнчен упрать. Çимĕçе пуçтарса илнĕ хыççăн тĕмме удобренипе апатлантармалла.

 Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕллехи çарăк акмалла.

 Чечек купăстине çулçине хуçса хупламалла - пуçĕ шурă пулать.

Помидорăн ытлашши туратне иртмелле. Типнĕ, сарăхнă çулçисенчен тасатмалла, купаламалла - çĕнĕ тымарсем вăй илнипе ỹсен-тăран вăйланать.

Хăяра, ытти культурăна шăварма ăшă шывпа усă курмалла. Кишĕре, кăшмана, петрушкăна юлашки хут сайратмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика