Ялсене автолавка çỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2021 09:54 Просмотров: 304

Кулленхи пурнăç яланах çĕнĕлĕхсем шырама ыйтать. Унсăрăн аталанаймастăн. Кирек хăш отрасле илсен те çавах. Районти потребкоопераци системи те çакна мала хурса ĕçлеме тăрăшать.

Иккĕмĕш кварталта предприяти автолавка туяннă. Унпа Николай Алексеев водитель ĕçлет. Халĕ Первомайски ялĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккари Анна Кошелевăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи Алина Матвеева продавшицăсем графикпа килĕшỹллĕн ялсене суту-илỹ тума çỹреççĕ. Тунтикунпа кĕçнерникун вĕсем Ульяновкăра, Люляра, ытларикунпа эрнекун Чăваш Ишекĕнче, Татмăшра, юнкунпа шăматкун Кĕçĕн Чеменпе Хурама Тварта, кĕçнерникун Кзыл Камышра пулаççĕ. Çакă тавар туянакансемшĕн те меллĕ.

- Пирĕн ĕçре тавар туянакансен ыйтăвне туллин тивĕçтересси малта тăрать. Пĕр-пĕр ялта çеç 3-4 вырăна чарăнатпăр. Ватă çынсене тулли сумккасемпе аякка уттарас килмест. Çăкăрĕ, песукĕ, сĕчĕ... куллен кирлĕ çимĕçсем. Шăрпăкшăн та лавккана утатпăр-çке. Пулă, кĕрпе, çăнăх илсе тухатпăр. Çуллахи вăхăтра шыв, мороженнăй ытларах сутăнать. Пĕчĕк виçеллĕ хутаçсемпе сутни туянаканшăн та меллĕ,- тет А.Кошелева. - Чăх-чĕппе, комбикормпа тивĕçтернисем те пулнă.

Анна Николаевна сутуçăра чылайранпа ĕçлет. Вăл А.Клементьева, С.Убасева сутуçăсемпе вăй хурать. Черетлĕ кану вăхăтĕнче вара вĕсене Т.Казенова улăштарать.

- Автолавка яла килессе куç пек кĕтетпĕр. Мĕнле тавар туянмаллине хут çинех çырса тухрăм. Тепрехинче студень, шăнтнă пулă илсе килме ыйтрăм. Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнче пĕçернĕ кукăль, булка, печенисем килĕшеççĕ. Район центрне сайра тухатăп. Çакăн чухлĕ тавара унтан манăн мĕнле йăтса килмелле,- тет Татмăшра пурăнакан Николай Дмитриев. Галина Дюкинăпа Венера Царева та ун калаçăвне çирĕплетрĕç.

Паян çук тавара тепрехинче илсе килме пулаççĕ сутуçăсем. Сентябрьтен шкулсене те шывпа тивĕçтерме пикенеççĕ

А.АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика