"Ачасене савăнăç парнелекенсем",

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2021, 14:14 Просмотров: 276

- тесе калас килет сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа вĕренекенсене парнесемпе хавхалантарнисене. Тĕслĕхрен, Шăмăршă лесничествин Пăла вăрман хуçалăхĕн начальникĕ В. Богданов Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулти пĕрремĕш класа каякансене вĕренỹре усă курмалли хатĕрсем панă. Ачасем вĕсемшĕн мĕнлерех хĕпĕртени каламасăрах паллă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам пĕлỹ çуртне "Батыревский" пĕрлешỹ май пур таран пулăшать. Хуçалăх ертỹçи, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П. Ялуков пĕрремĕш шăнкăрав кунхине те тимлĕхсĕр хăварман, нумай ачаллă çемьери виçĕ пепкене вĕренỹ хатĕрĕсемпе тултарнă портфельсемпе савăнтарнă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Р. Санзяпов, С. Манзуркин, З. Сабитов, Ф. Чабатов, М. Янешев та ыр кăмăллăхпа палăраççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Ыхра Çырминчи, Турханти, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Феизов ячĕллĕ шкулсенчи пĕрремĕш класа каякансем парнесене тивĕçнĕ. Çавăн пекех "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал, "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ, "Баракат" кооператив Туçари, Кивĕ Ахпỹртри, Çĕньялти, Сăкăтри, Шăнкăртамри вĕренỹ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Асăннă предприятисен ертỹçисем - В. Петров, П. Никифоров, Д. Земдиханов - ачасене уявпа саламлама пушă алăпа килмен.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен аслисемпе кăна мар, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, çамрăк ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр тесе тăрăшмалла. Çакна асра тытса Алманчă, Шăхаль, Сăкăт, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Киргизов, Н. Раськин, Л. Чернов, Р. Камалов пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансене кĕнекесемпе, вĕренỹ хатĕрĕсемпе савăнтарнă. Ыхра Çырмин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ф. Алиуллов - Ыхра Çырминчи, Ашшĕсен канашĕн председателĕ И. Чаштанов Хирти Пикшикри шкула спорт мечĕкĕсем панă.

Кăмăла кура Турă парать, теççĕ ваттисем. Çак утăма нумайăшĕ укçи-тенки ытлашшипе мар, чунĕсем ыйтнипе пурнăçланă. Ырă туни нихăçан та çĕре ỹк- мест, вăл каялла таврăнатех. Пĕлỹ çуртне утакансем паян пĕчĕк-ха, ыран вара вĕсем ялшăн, районăшăн, республикăшăн тăрăшакансем пулаççĕ. Пĕлỹ кунĕнче хăйсене хисеплесе, сума суса парнесем паракансене асра тытаççех тата вĕсем пек пулма тăрăшаççех.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика