Асăрханулăха çухатса укçасăр юлар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021, 11:01 Просмотров: 203

ЮТ ПУРЛĂХА хапсăнакансем халăха чике тăршшĕ лартса хăварма тĕрлĕ мел шутласа кăлараççĕ. Шалти ĕçсен министерстви контактсăр майпа вăрлакансен ултавĕн çĕнĕ меслечĕ пирки асăрхаттарать. Ятарлă программăпа усă курса вĕсем çынсене хăйсем право хуралĕн органĕсенчен шăнкăравланине ĕнентерме пултараççĕ. Преступниксем вăй тытăмĕсен абонент номерĕсенчен шăнкăравласа хăйсемпе çав органсен должноçĕнчи çыннисем тесе паллаштараççĕ, ĕненмесен хайхи номерсене çав вăй тытăмĕсен интернетри сайчĕсенчи телефон номерĕсемпе танлаштарса пăхма сĕнеççĕ. Çапла майпа çынсен иккĕленĕвне сирсе банк карточкисен реквизичĕсене ыйтса пĕлме пултараççĕ. Республикăн тĕп хулинче çак ултава лекнĕрен полицирен пулăшу ыйтнă тĕслĕхсем пулнă та ĕнтĕ.

Асăрханулăха çухатас марччĕ. Банк карточкин реквизичĕсене никама та пĕлтерме юрамасть. Иккĕленетĕр пулсан карточкăн тỹнтер енче кăтартнă номерпе шăнкăравласа пăхса ĕç-хĕле уçăмлатма пулать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика