Юхмапа Пăла тăрăхĕн хĕрĕсене ют çĕршывра та килĕштереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2021, 11:33 Просмотров: 217

Паян эпĕ хаçат вулакансене Тури Чакă ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Америкăн Пĕрлешỹллĕ Штатĕнче (АПШ) пурăнакан Надя Едривановăпа паллаштарас тетĕп. Шкула каичченех вулама, çырма, шутлама питĕ лайăх пĕлнĕ вăл. Кашни предметпа "5" паллăпа вĕренекенскер пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшатчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ, уйрăмах çăмăл атлетикăпа пысăк çитĕнỹсем тăватчĕ, ỹкерме, юрлама ăстаччĕ, ташăсем лартатчĕ, тĕрлĕрен конкурспа олимпиадăра палăратчĕ. Акăлчан чĕлхипе вĕрентнĕ май, маттур хĕр ют чĕлхене мĕнле юратса тата тăрăшса вĕреннине кураттăм. Шкулти кĕнекесемпе çеç мар, хушма материалсемпе нумай ларатчĕ, куçаруçă пулма, ют çĕршыва кайса курма ĕмĕтленетчĕ. 2002 çулта Аслă Чементи вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе тухса И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи вырăс тата акăлчан чĕлхисен факультетне вĕренме кĕчĕ. Унта та Надя хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. Виççĕмĕш курс пĕтерсен ăна ют çĕршыв студенчĕсемпе улшăнса вĕренмелли ятарлă программăпа Америкăна кайма суйласа илчĕç. Виçĕ уйăх иртсен киле килме вăхăт çитнĕ, анчах та йывăрлăхсем сиксе тухнипе хĕр тăван çĕршыва таврăнайман. Малтан Надя виçĕ уйăх Флорида штатĕнчи Орландо хулинче горничнăй пулса тăрăшнă, унтан Калифорни штатĕнчи Лос Анджелес хулинче официанткăна куçнă. Юлташĕпе, Кивĕ Катекри О. Падисовăпа хваттер тара тытса пурăннă. Вăй хунă хушăрах колледжа вĕренме кĕнĕ. Калас пулать, Раççейри дипломпа унта ĕçлеме илмеççĕ. Экзамен йышăнакансем чăваш хĕрĕ акăлчан чĕлхине тата математикăна лайăх пĕлнинчен питĕ тĕлĕннĕ. Пĕтĕмĕшле предметсемсăр пуçне Надя ют чĕлхе грамматикине, вулавне тата калаçăвне суйласа илнĕ, тĕрĕслев ĕçĕсемпе "5" паллă илсе 4-мĕш шай (уровень) пĕтернĕ хыççăн ăна эмигрантсене вĕрентме сĕннĕ, хĕр савăнсах килĕшнĕ. 5-мĕш шай пĕтернĕ хыççăн вара американецсемпе пĕрле пĕр программăпа вĕреннĕ пултаруллă хĕр. Сертификат (пирĕннипе диплом) илнĕ хыççăн университетра финансист пулма пĕлĕвне малалла тăснă. Унсăр пуçне Надя риэлтер курсĕсене пĕтерсе лицензи илнĕ. Ăна илме АПШра питĕ йывăр. Çавăн пекех страхлакан компанин агенчĕн лицензийĕ те пур.

Мăшăрĕпе, Арменинче çуралса ỹснĕ Ваге Арутюнянпа, Надя официанткăра ĕçленĕ чухне, 2006 паллашнă. Вăл та çак сферăра вăй хунă. 4 çул тĕл пулнă хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. 2010 çулта Роберт ывăлĕ çуралнă. Тепĕр 6 çултан вара Надя мăшăрне Дэвид тата Дэниэл йĕкĕреш ывăлсем парнеленĕ. Халĕ Роберт 9 çулта, уйрăм (тỹлевлĕ) шкулта 4-мĕш класран вĕренсе тухнă. Вăл вĕренекен шкулта армянсен ачисем ăс пухаççĕ. Кунта арçын ача вырăс чĕлхине тата литературине, математика, истори, физкультура предмечĕсене алла илет. Аслă классенче (9 - 12-мĕш классенче, ăна " High school" теççĕ) ачасем хăйсем кирлĕ предметсем суйлаççĕ. Кунта вĕренме йỹнĕ мар, Роберт пур предметпа та чи лайăххисен шутĕнче.

Арутюнансем ытларах чухне вырăсла пуплеççĕ. Ачасем 3 чĕлхепе çăмăллăнах калаçаççĕ: вырăсла, армянла тата акăлчанла. Эрмен чĕлхи çăмăлах мар пулсан та Надя хăй те ăна алла илнĕ.

2008 çулта Арутюнянсем хăйсен ĕçне пуçарнă - пекарня уçнă. Кунта вĕсен çемйисĕр пуçне тата 6 çын вăй хурать. Вĕсем армянсен кукăль-булкине, печенине пĕçереççĕ, йăлтах алăпа хатĕрлеççĕ. Надя пекарньăра укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлать, мăшăрĕ пиçсе тухнă çимĕçе клиентсем патне çитерет, çĕнĕ вырăнсем тупать.

Вĕсен продукцине Лос Анджелесре, Нью - Йоркра, Вашингтонра тата ытти хуласенче хапăлласа туянаççĕ. Вĕсен çемйи çул çỹреме юратать: Пĕрлештернĕ Арабсен Эмиратне, Мексикăна, Турцине çитсе килнĕ. Арменинче те пĕрре мар пулнă. Унта вĕсен йышлă тăванĕсем пурăнаççĕ. Нумай чухне армянсем мăшăрĕсене хăйсен нацинчен суйласа илеççĕ. Вырăс хĕрĕсем пирки çăмăлттай, хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ тесе шутлаççĕ. Анчах та Надя пачах та ун пек маррине Арутюнянсем хĕрпе паллашсанах туйса илнĕ, мăшăрĕпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă Надя. Пăянамăшĕ ăна çав тери юратать. "Манăн кин пин армян хĕрне тăрать",- тет ăна яланах.

Арçын ачасене амăшĕн ялĕнче пурăнма питĕ килĕшет, вĕсем çывăх çыннисене "кукамай", "кукаçи" тесе чĕнеççĕ, питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ. Кăмака яшкине кăмăллаççĕ, кукамăшĕ ăна пĕçерсех тăрать. Çавăн пекех килти çăкăра тата çĕр улмине килĕштереççĕ арçын ачасем. Урамра выляма ачасем сахалли çеç кулянтарать вĕсене. Тăван яла кашни çул килсе çỹреççĕ Надьăпа ачисем. Мăшăрĕ те темиçе хутчен те пулнă кунта. Билетсем питĕ хаклă, вĕсене Тури Чакă хĕрĕ кредит карточкипе илет. Америкăра чылай чухне унпа усă кураççĕ. Чăваш Енре 1-1,5 уйăх пурăнаççĕ. Çывăх çыннисемпе кашни кун компьютерпа калаçать пулсан та чĕри Надьăн кунтах. Çуралнă кĕтесшĕн, тăванĕсемшĕн çав тери тунсăхлать. Лена аппăшĕ Шупашкарти юн яракан станцинче лаборатори уйрăмĕн ертỹçи пулса ĕçлет, Ваня шăллĕ те тĕп хулара пурăнать.

Едривановсем ачисене лайăх воспитани панă, сăпайлă, ĕçчен те пултаруллă вĕсем. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Çемье пуçĕ Николай Иванович нумай çул тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă: водитель, инженер-механик, трактористсен бригадирĕ, комплексла бригадăн бригадирĕ, партком секретарĕ... Колхоз хорне юрлама çỹренĕ. Галина Викторовна 37 çул почтăра ĕртỹçĕре тимленĕ. Çав тери пултаруллă хĕрарăм. "Чемен" фольклор ушкăнне юрлама çỹрет, тарăн шухăшлă сăвăсем çырать, вĕсене концертсенче пысăк туйăмпа вулать. Кỹршисем, тăванĕсем, ял-йыш Едривановсене хисеплеççĕ.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика