Планшетпа – тайга тăрăх

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 12:07 Просмотров: 466

 Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ октябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланать те ноябрĕн 14-мĕшĕччен пырать. Унччен вăл çĕршывăн хăш-пĕр регионĕсенчи çитме йывăр районсенче иртет.

Иркутск облаçĕнче çавнашкаллисен шутне халăх пурăнакан 150 вырăна кĕртнĕ. Вĕсем пурте Ангара тăрăхĕнчи 19 районта вырнаçнă. Çитме йывăр ялсемпе поселоксем уйрăмах Киренск районĕнче – 31. Вĕсенче 4 пин çын пурăнать.

Хăш-пĕр ялсене, калăпăр, Аялти Удинск районĕнчи Тофалари поселока çыравçăсем вертолетпа çитнĕ. Катаганск районĕнчи пăлан ĕрчетекенсем патне пур çĕре те кĕрсе тухма пултаракан техникăпа виçĕ кун кайнă. Качуг районĕнчи Чанчур яла юханшывпа виçĕ сехет лодкăпа ишме тивнĕ.

«Ялсенче çынсем çырав пирки пĕлеççĕ, хаваспах ыйтусене хуравлаççĕ. Ку ялсемпе поселоксем район центрĕнчен 50-60 çухрăмра кăна вырнаçнă пулин те унта çитме çăмăлах мар. Вĕсенче çыхăну çук. Тарăн канавлă çулсемпе çỹремелле, юханшывсем урлă каçмалла»,- пĕлтернĕ Раççей статистикин Иркутск облаçĕнчи органĕн пай пуçлăхĕ Надежда Манзанова.

Ку регионта çыравçăсем вырăнтан вырăна вертолетсемпе, катерсемпе, лодкăсемпе, пур çĕре те кĕрсе тухма пултаракан машинăсемпе, паромсемпе куçса çỹреççĕ. Çакна палăртмалла, вĕсем пурте планшетсем аван ĕçленине çирĕплетеççĕ. Унпа усă курса мĕнпур хурава тăхтаса тăмасăр пуçтараççĕ. Техника, паллах, пĕтĕм ĕçе хăвăртлатать. Хут бланксемпе сайра хутра кăна усă кураççĕ.

Таймырта (Красноярск крайĕ) 20 ялпа пĕр хула питĕ аякра вырнаçнă. Вĕсенче çырав августпа сентябрьте иртет. Хăш-пĕр поселоксене вертолетсăр çитме çук.

Ханты - Мансийск - Югра автономи округĕнче августра халăх çыравĕ Нижневартовск районĕнче иртнĕ. Çыравçăсем çичĕ поселение тата пăлан ĕрчетекенсен 20 вырăнĕнче пулнă. Вĕсене вырăна çитерме унта пурăнакан çынсен лодкисемпе автомобилĕсене арендăна илнĕ.

Якутире çыравçăсем Алдан районĕнчи ылтăн кăларакансен, Оймяконск (унта хĕлле 70 градус таранах сивĕтет) тата Усть-Майск районĕсенчи сакăр поселока çитнĕ. Вĕсене çулла кăна юханшыв тăрăх е хăватлă техникăпа кĕрсе тухма пулать.

Свердловск облаçĕнчи Сосьвинск хула округĕнче çырав çăмăлрах иртнĕ. Мĕнпур çĕре çăмăл автомашинăсемпе çỹренĕ.

Чăваш Республикинче çитме йывăр районсем çук. Анчах хăш-пĕр ялсене çыравçăсене çитме кансĕр. Вĕсене куллен транспорт çỹремест, кĕркуннехи çумăрсене пула çулсем пылчăклă пулаççĕ. Ялсене вăрман витĕр тухмалла тата çырма - çатра урлă каçмалла. Тĕслĕхрен, Куславкка районĕнчи Воропье ялне виçĕ çухрăм çуран утмалла, унта вара çичĕ çын кăна пурăнать. Мĕнпур йывăрлăхсене пăхмасăр, халăх çыравĕ вăхăтĕнче кашни çын пирки кăтартусем пуçтарăнĕç.

Чăвашстат.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика