Кашнинех яваплăха туймалла

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2021, 12:18 Просмотров: 416

Республикăри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă хушу кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн урамра массăллă мероприятисем ирттерме юрамасть. Вăл шутра концертсем те, конкурссем те, куравсемпе фестивальсем те, спорт ăмăртăвĕсем те. Залсенче мероприятисене йĕркеленĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Çавăн пекех кафе-ресторансен, культурăпа кану учрежденийĕсен те санитарипе эпидемиологи йĕркисене çирĕп пурнăçламалла. Олег Николаев палăртнă тăрăх ку çĕнĕлĕхсем хальлĕхе урамра иртекен ĕç-пуçа çеç пырса тивеççĕ. Мĕншĕн тесен халăх йышлăн пухăнас пулсан уçă сывлăшра ун чухлĕ çыннăн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май çук. Пĕр-пĕр çурта кĕрекенсене вара QR-код та ПЦР тест та пăхма пулать. Çавăнпа та çитес вăхăтра культурăпа кану, спорт учрежденийĕсене прививка тутарнисене е чирлеменнине çирĕплетекен справка пуррисене çеç кĕртме пуçлĕç. Ку таранччен апатлану предпритийĕсене мĕн пур вырăнăн 75 процентне тултарма ирĕк панă. Малашне кафе-ресторансене те QR-код тĕрĕслесе кĕртĕç. Çынсен канма кайсан кăткăс лару-тăру сиксе ан тухтăр, чир çаклатмалла ан пултăр тесе прививка тутарманнисене е ПЦР тест çуккисене унта кĕртмĕç. Апатлану сферинче ĕçлекенсен те сахалтан та 70 процентран кая мар коронавирусран прививка тутармаллах.

Халăха йышлăн пухмалли мероприятисене ирттермелли йĕркесене çирĕплетни ахальтен мар. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Талăкне 80 çынна яхăн çак вируспа чирленине çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне шăнса пăсăлнипе, пневмонипе аптракансем те сахал мар. Йывăр амакран хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел – прививка. Вакцинăсем çителĕклĕ. Енчен те çын вакцинациленесшĕн мар, анчах та ĕç вырăнĕнче прививка тума сĕнеççĕ пулсан вăл хăй йышăну тума пултарать: е прививка тумалла, е кашни виçĕ кунта ПЦР тест тухмалла. Ку вара хăй шучĕпе пулĕ. Предприяти-организацисенче справка ыйтаççĕ пулсан ку халăх йышлăн чирленинчен сыхланни çеç. Кашнинех яваплăха туймалла. Хамăрăн та сыхланмалла, çывăх çынсене те упрамалла.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика