Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:04 Просмотров: 344

Прививка тутарманнисем чирлеççĕ

ЧР Правительство çуртĕнче оперштабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕҫне ЧР Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, республикăра коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсем çав-çавах йышлă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, паян больницăсенче ковид ернĕ 2000 ытла çын выртать. Вĕсенчен 70 ытла проценчĕ - аслă ăрури çынсем. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 3800 çын реабилитаци тухнă.Çав вăхăтрах республикăра ОРВИпе чирлекенсен шучĕ ÿснĕ. Грипран халăхăн 13 проценчĕ кăна прививка тутарнă. Ковидпа чирлекенсен йышĕнче ытларахăшĕ - прививка тутарманнисем. Комсомольски, Патăрьел, Улатăр районĕсенче общество апатланăвĕн вырăнĕсенче ĕçлекенсен хушшинче ковидран прививка тутарнисен хисепĕ п.ч.к? "Лару-тăру эрне хушшинче лайăхланмасан суту-илÿпе апатлану вырăнĕсене ĕçлеме пăрахтарăпăр", - пусарсах каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сахал тырă çăкăра хаклатать

Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ канашлура çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсене тишкернĕ. Типĕ çанталӑка пула кăçал Раççейре, çав шутра республикăра пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах тырă пухса кĕртнĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов канашлура палăртнă тăрăх, Чăваш Енре пухса кĕртнĕ тырă виçи 579 тоннăпа танлашĕ - иртнĕ çулхинчен 37% сахалрах. Çавна май тырă хаклă, ку вара çăнăх хакне ÿстерет, çăкăр та хакланать. Çак условисенче, Олег Николаев палăртнă тăрăх, çăкăр хакӗ ÿсесрен сыхланмалли мерăсем вырăнлă. Унсăрăн граждансен пĕчĕк тупăшлă йышĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкесси те часах - ĕç-пуçа çакăн патне илсе çитерме юрамасть. Лару-тăрăва çăкăр пĕçерекен, çăнăх авăртакан предприятисен ертÿçисемпе пĕрле сÿтсе явнă хыççăн тунă пĕтĕмлетÿ - бюджетран субсиди уйăрасси. Регион бюджетĕнчен пĕлтĕр тата кăçал çăнăх авăртакансен тăкакĕсене саплаштарма 19,6 миллион тата 40,8 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ. Халь каллех çакнашкал мерăпа усă курма тивет.

Кĕр парни

Шупашкарта «Кĕр парни» ярмăрккăра икĕ эрнере 40 тонна ял хуçалăх продукцийĕ 1848 пин тенкĕлĕх сутнă. Мероприятие ял хуçалăх таварне туса илекенсем 52-ĕн хутшăннă. Çак тапхăрта хаксем ытлашши хăпарса кайманни хулара пурăнакансене хĕл каçмалăх пахча çимĕç çителĕклĕ илсе хума май панă. Çĕр улми (1кг) - 28-30, кишĕр – 30-40, сухан – 23-30, кăшман -29-30, купăста 20-30 тенкĕпе танлашнă. «Кĕр парни» ярмăрккă Шупашкарта октябрĕн 10-мĕшĕччен ĕçлет.

Экскурси маршручĕсем

Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ят панине халалласа экскурси маршручĕсем йĕркеленĕ. Асăннă  маршрутсем Чăваш Енĕн тĕп хулинче вырнаçнă, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă предприятисемпе паллаштараççĕ.

60 пин экземпляр пичетленĕ

Чăваш Енри Трактор тăвакан заводăн техникине почта маркисем çине ÿкернĕ. ЧЕТРА Т40 бульдозер марка серийĕсене пуянлатнă. Трактор ÿкернĕ илемлĕ маркăсене Раççей историйĕнче пĕрремĕш хут кăларнă. Илемлĕ маркăна 60 пин экземпляр пичетленĕ, вĕсенчен 800-шĕ Чăваш Республикине çитнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика