Ачисемшĕн савăнать анне чĕри

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2021, 08:39 Просмотров: 257

- Тăватă хĕр ỹснĕ эпир аттепе аннен. Ачи тата та ытларах çуралнă, вĕсем хушшинче ывăлĕсем те пулнă, анчах виççе çитсен вилнĕ. Атте каласа паратчĕ, Гена ятлине чирленипе больницăна лашапа илсе кайнă. Пĕчĕкскер хăйех тилхепе те тытса пынă, сывалайман. Ялта халь пĕр тăвансенчен йăмăкпа иксĕмĕр пурăнатпăр, - тесе пуçларĕ калаçăвне Аслă Чемен ялĕнче 1941 çулхи февраль уйăхĕнче кун çути курнă Р. Фролова. Вăл çур çулта чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче ашшĕ фашистсемпе çапăçма тухса кайнă. Вăл Берлинах çитнĕ. Мăшăрĕ ачисемпе тăрса юлнă. Тăшмана çĕнтерессишĕн ырми-канми тăрăшнăран хĕрарăмăн вĕсене чĕрçи çинче сиктерсе ларма та вăхăчĕ пулман. Аслăраххисем кĕçĕннисене пăхнă: çитернĕ, çывăрттарнă. Пĕчĕккисем йĕнĕ чухне пĕрле куççуль те тăкнă.

- Вăрçă палли манра ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă. Мăй çине çăпан тухнă, унăн йĕрĕ халь те пур, - тет Римма Александровна. - Атте вăрçăран таврăнсан пурнăç кăшт майлашăнчĕ. Эпир унăн хỹттинче ỹсрĕмĕр.

Çакна та палăртса хăварас килет: Р. Фролован ашшĕ - А. Маназыпов. Ялта вăл хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Салтак аттине хывсанах йывăç комбинатĕнче ĕçленĕ. Каярах ăна колхоз председателĕ пулма суйланă. 1961 çулччен хуçалăх тилхепине тытнă, сывлăхĕ хавшама пуçласан хăйне яваплă тивĕçрен хăтарма заявлени çырсах тухнă. Александр Владимирович вăй хунă вăхăтра хуçалăх миллионерсен шутне кĕнĕ. Ялта ăна сума суса лартнă палăк та пур.

Аслă Чементи пĕлỹ çуртĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Римма Александровна Первомайскинчи вăтам шкулта малалла ăс пухнă. Аллине аттестат илсенех колхозра вăй хума пуçăннă. Малтан бригадăра, кайран хуçалăхра кассирта тăрăшнă. Аслă Чемен каччипе Владимир Фроловпа çемье çавăрнă. Мăшăр 3 ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Владимир Петрович та колхозрах ĕçленĕ. Вăл механизаторта, стройкăра тăрăшнă. Шел пулин те, ватлăха курма шăпа пỹрмен ăна. 1991 çулхи август уйăхĕнче рак чирне пула куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Аслă ачисем ура çине тăма пуçланă пулсан чи кĕçĕнни 16 çулта кăна пулнă.

Пысăк çухату тỹснĕ хĕрарăмăн сахал мар куççулĕ юхнă, çумĕнче йăх тăсакансем пурри малалла пурăнма хавхалантарнă. Сăмах май, Римма Александровнан виçĕ ывăлĕ те ялтах тĕпленнĕ. Мĕн ĕлĕкрен пыракан йăлапа тĕп килте кĕçĕнни тăрса юлнă. Р. Фролова Вячеслав ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе пурăнать. Хĕрĕсем те çемьеллĕ: пĕри Тури Туçа кинĕ, тепри Ульяновск облаçĕнче кĕтес çавăрнă.

Римма аппан чи пысăк савăнăçĕ вăл - ачисем килĕштерсе, пурри-çуккине пĕрле пайласа пурăнни. Тĕп киле çĕнетнĕ чухне ют çынсене чĕнсе е укçалла ĕçлеттермен. Пĕр тăвансен алли-ури ăста пулнăран хăйсемех çурта çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Александрпа Петр та, Вячеслав пекех, çĕрпе те усă кураççĕ, выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика