Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2021, 10:12 Просмотров: 259

Чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пăрахăçланă

Çу кунĕсем типĕ тăнăран кăçал аграрисене çăмăл килмерĕ. 6 пине яхăн гектарта ял хуçалăх культури пĕтнĕ. Ку вара хуçалăхсемшĕн пысăк тăкак. Шар курнисене укçан пулăшма май пултăр тесе сентябрĕн 7-мĕшĕнчен Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăннăччĕ. 2021 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çỹлерех асăннă режима пăрахăçланă.

Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ

Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка тата Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕсем Раççей шайĕнчи "Муниципалитетăн чи лайăх практики" конкурсăн 50 çĕнтерỹçи шутне кĕнĕ. Иккĕшĕ те 20-шер миллион тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ.

Паха çулсем хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç

"Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем" нацпроектпа килĕшỹллĕн республикăра пысăк ĕç пурнăçланать. Чăваш Енре унпа килĕшỹллĕн тăвакан ĕç валли кăçал 2,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Касса енĕпе пурнăçланин виçи хальлĕхе 1,6 миллиард тенкĕ шайĕнче. Проектра палăртнисене пурнăçлани Чăваш Енри çулсен нормативне тивĕçтерекен пайне 48 процента çитермелле, Шупашкар агломерацийĕнче вара ку кăтарту 73 процентпа танлашмалла. Çулсене хăрушсăрлăх стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн туни аварисенче çынсем вилесси 2017 çулхинчен 3,5 хут чакасси патне илсе çитермелле. Чăваш Енре çулсем çинче çын вилнĕ тĕслĕхсем 123-рен иртмелле мар.

Кашни киле - газ

Республикăра 1720 ял, çав шутра 1627-шĕн урамĕсене газ кĕртнĕ. 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакансен 20,3 проценчĕ унпа усă курас ыйтăва татса пама пулăшасса кĕтет. РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çын пурăнакан пỹрт карти патне çитиччен газ пăрăхĕ тăсма бюджетран укçа уйăрасси çинчен пĕлтернĕ хыççăн регионсенче проектсемпе смета докуменчĕсем хатĕрлеме пикеннĕ. ЧР Строительство министерствин кăçалхи сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне объектсене газификацилемелли план-график хатĕрленĕ, унта пурăнмалли 679 пунктри газпа усă курайман 3725 çурт.

Спорт мухтавĕн аллейи

2022 çула Чăваш Енре паллă ентешсене халаллĕç. Çак тĕлĕшпе Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче спорт мухтавĕн аллейине уçнă. Унта спортра пысăк çитĕнỹ тунă тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсене, тĕнче класлă спорт мастерĕсене кĕртнĕ.

Туризм карттине лекме пултарать

"National Geographic Traveler" журнал çĕршыв туризмне хатĕрленĕ "Сокровища России" онлайн сасăлав ирттерет. Çак проект паллă вырăнсене пĕлме çеç мар, Раççейĕн туризм картти çинче çĕнĕ объектсем палăртма май парать. "Çут çанталăк объекчĕ" номинацире "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ хутшăнать. Сасăлав октябрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет.

63 ăсчах хутшăннă

Чăваш Енре тата Тутарстанра чăвашсемпе тутарсен ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна "Пĕр йывăçăн икĕ турачĕ" тесе ят панă. Унта тĕрлĕ тăрăхран 63 ăсчах хутшăннă, вĕсем тĕрлĕ секцие пайланса ĕçленĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика