Атте - çемье тĕрекĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021 14:41 Просмотров: 156

Район администрацийĕн залĕнче Атте кунĕ ячĕпе "Атте - мăнаçлă янăрать!" ятпа мероприяти иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсенчи Ашшĕсен канашĕсен председателĕсем хутшăнчĕç.

"Çемье пурнăçĕнче ашшĕсен пĕлтерĕшĕ малта тăнине палăртас, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçĕнчи яваплăхне кăтартас, тăрăшуллă çемье пуçĕ шанчăклă, çирĕп пулнине ĕнентерес тĕллевпе йĕркелеççĕ уява. Арçыннăн арçын пулмалла! Ашшĕ ачара çыннăн паха енĕсене - тĕрĕслĕх, патриотлăх, пархатарлăх, паттăрлăх - çуратма пултартăр",- терĕ Рудольф Васильевич. Чи хастаррисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев кĕскен обществăлла организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Республикăри Ашшĕсен канашĕ обществăлла организацие 2013 çулта Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче йĕркеленĕ. 2017 çултанпа ăна хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци туса хунă. Паянхи куна канаш пилĕк пин ытла çынна пĕрлештерсе тăрать.

Организаци тĕллевĕ çемье институтне тĕреклетесси, ачасене воспитани парас ĕçре ашшĕсен яваплăхне ỹстересси, кăмăл-сипет йăли-йĕркине упраса хăварасси, çĕнетсе пырасси тата ытти те.

 "Пирĕн организаци тĕрлĕ шайра мероприяти ирттерет. Вăл шутра ачасене патриотла воспитани парас, тирпей-илеме хăнăхтарас, спорт мероприятийĕсене явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентес енĕеп те. Педагогикăпа психологи, информаци шайĕнчисене те. Вĕсем шкулсенче, районта, район тулашĕнче пулаççĕ. Пурте çаксем çемьери çирĕплĕхе, ашшĕсен хисепне ỹстерессипе çыхăннă",- терĕ Николай Андреев.

Районти ачасен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Светлана Ибетова çемье хутшăнăвĕнчи ашшĕсен пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Горшкова районта Ашшĕсен канашĕпе ирттерекен пĕрлехи мероприятисемпе паллаштарчĕ.

Çавра сĕтел калаçăвне хутшăннисем тĕл пулу усăллă пулнине палăртрĕç. Районти Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕ çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кỹ- нине каларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика