Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:16 Просмотров: 164

Октябрĕн 23-мĕшĕнче Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ уçăлнă. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, регионсенчен килнĕ йăхташăмăрсем, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакан хастарсем хутшăннă.

Мероприятие пирĕн районтан Чăваш наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Николай Коннов, районти профсоюзсен пĕрлешĕвĕн координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова, Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова, Общество канашĕн членĕ Николай Ларионов, районти Пенсионерсен союзĕн председателĕ Полина Логунова кайма тивĕçнĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧНК 29 çулта чăваш халăхне пĕрлештерес, юрри-ташши регионсенче те хăватлă янăратăр тесе нумай ĕç тунине палăртнă. Малашне чăваш халăхĕн маттур ывăл-хĕрĕ харсăр та хастар, тăван халăхшăн тăрăшасса шаннине пĕлтернĕ.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов конгресăн 2017-2021 çулсенче пурнăçланă ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă, çивĕч ыйтусене хускатнă. Сăмахран, шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсен сехечĕсен шучĕ чакни, вĕрентỹ пособийĕсем çителĕксĕрри, ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхепе калаçтарманни пирки пăшăрханса каланă.

Мероприятире ытти регионтан çитнĕ делегатсем те тухса калаçнă, хăйсен шухăшĕсене палăртнă. Питĕртен килнĕ Валериан Гаврилов, Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе еплерех ĕçленипе паллаштарнă, конгресс ĕçне хак панă. Çавăн пекех Чăваш патшалăх вĕрентỹ институчĕн ертỹçи Юрий Исаев чăваш чĕлхине вĕрентессипе республикăра мĕнле вăй хунине тишкернĕ.

 Аслă Пухура конгресăн çĕнĕ президентне суйланă. Яваплă тивĕçе Валерий Клементьева шанса панă. Пĕрремĕш вице-президент пулма регионсен хушшинче ĕçлекен организацие 8 çул тивĕçлĕ ертсе пынă Николай Угаслова çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне тата 5 вице-президента палăртнă: Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, Павел Вязов предприниматель, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен ертỹçи Олег Мустаев.

 Аслă форумра ЧНК Мăн Канашне пурĕ 95 хастара суйланă, вĕсенчен 31не президиум йышне кĕртнĕ. Президиум - кулленех ĕçлекен орган.

 Делегатсем Чăваш наци конгресĕ малтанхи пуян опытпа усă курса çĕнĕ вăйпа, хăватлăн тăрăшасса шаннине пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика