Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 09:56 Просмотров: 270

Тĕслĕхлĕ çемьесене чысланă

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура керменĕнче «Çулталăк çемйи – 2021» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Уява сумлă хăнасен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн мăшăрĕпе, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçипе Наталья Николаевăпа хутшăннă. Финалра муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернисен йышĕнчен суйланă тĕрлĕ номинаци çĕнтерỹçисене чысланă. «Çулталăк çемйи – 2021» диплома Шупашкарта пурăнакан Шиловсем тивĕçнĕ. 6 ачаллă туслă та пултаруллă йыш асăннă конкурса пĕрре мар хутшăннă.

 Çĕнĕ ертỹçĕ

Декабрĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне Валерий Николаев ертсе пыма тытăннă. Валерий Петрович 1997 çултанпа Раççей Пенси фончĕн тытăмĕнче тăрăшать, 2010 çултанпа – фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ пулнă.

 Мучи патне çыру çырар-и?

Хĕл Мучи патне çыру ăсатмалли ешчĕке республикăри хуласенчи тата район центрĕсенчи почта уйрăмĕсенче вырнаçтарнă. Хĕл Мучи патне Аслă Устюга çеç мар, унăн ытти регионти ĕçтешĕсем патне те çырма юрать. Чăваш Ен Хĕл Мучийĕн адресĕ: 429520, Шупашкар районĕ, Кăшавăш ялĕ, «Ясна» этнокомплекс. Аслă Устюга вара çак адреспа çырмалла: 162390, Вологда облаçĕ, Аслă Устюг, Хĕл Мучи çурчĕ.

Тухья вырнаçтарнă

Шупашкарта Çĕнĕ çула хатĕрленсе Хĕрлĕ лапама тухья кỹлепине вырнаçтарнă. Ăна пĕлтĕр пуçласа лартнăччĕ. Ун патне пырса хула çыннисемпе хăнисем сăн ỹкерĕнейĕç.

 Çĕнĕ проект

Чăваш Енре «УПК 21 – Вĕрентỹ-производство класĕсем» проект старт илнĕ. Проекта Професси хатĕрленĕвĕн центрĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Шупашкарти электромеханика колледжĕ, Шупашкарти 37,39,45,47,65-мĕш шкулсем хутшăнаççĕ. Проектăн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче – шкулсенче вĕренỹ-производство класĕсене йĕркелесси, физикăпа тата математикăпа тарăнрах пĕлỹ илме майсем туса парасси, рабочи, служащи профессийĕсене вĕрентесси.

 Парăмсем пуррине çийĕнчех пĕлме пулат

ь Парăмсем пуррипе çуккине пĕлме халĕ питĕ ансат – Чăваш Республикин Суд приставĕсен Федераци службин сайтне çеç кĕмелле. «Банк базы данных исполнительных производств» сервис пулăшнипе кирлĕ информаци илме пулать. Е телефонран «ФССП России» приложенипе усă курма май пур. Тепĕр мел – республикăри нумай функциллĕ центрсем.

 Искусство та пулăштăр

Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Д. Шакуров сăмах илнĕ. Вăл комисси членĕсем умне Шупашкарта наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пỹлĕм уçас сĕнỹпе тухнă. Çавăн пекех профилактика ĕçне искусство хăватне явăçтарасси пирки те калаçу пулнă. Сăмах - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн «Пиллĕк - çирĕм пиллĕк» спектаклĕ пирки. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессине тĕпе хуракан трагикомеди, Д. Шакуров шухăшĕпе, çитĕнекен ăрăва çын пурнăçĕн хакне ăнланма вĕрентĕ.

 Сочиненисенчен – кĕнеке

Шупашкарта шкул ачисем валли йĕркеленĕ «Тыл та пулса тăнă» конкурса 200-е яхăн сочинени ярса панă.Чи лайăх 68 ĕçе суйласа «Тыл та фронт пулса тăнă» кĕнекере пичетлесе кăларнă. Унта салтаксен, вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен пурнăçне сăнланă. Конкурс çĕнтерỹçисене Чăваш наци музейĕнче чысланă. Ун хыççăн ачасем «Чăваш Енĕн хỹтĕлев чиккисем – тылри паттăрлăх» куравпа паллашнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика