Проект фермерсен çулне палăртать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 10:01 Просмотров: 296

 2021 çулта Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе Чăваш аграри университечĕ пулăшнипе «Россельхозбанк» пĕрлешỹ «Фермер шкулĕ» вĕрентỹ проектне пурнăçа кĕртрĕ. Унта финанс енчен çирĕп тата тупăшлă фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме, халь вăй хураканнисене эффективлăха ỹстерме вĕрентеççĕ, ăнăçлă ĕçлекеннисен опычĕпе паллаштараççĕ. Кунта хутшăнакансем хушшинче фермер ĕçне пуçăнакансем те, квалификацие ỹстерес тата тарăнрах пĕлỹ илес тĕллевпе чылай çул çак сферăра тăрăшакансем те пур.

Апрель уйăхĕнче районти тăватă фермер Россельхозбанкăн вĕрентỹ проектне хутшăннă. Решит Санзяпов тата Илдар Халитов- «Сыр пĕçермелли хальхи технологисем», Александр Седойкин - «Çырла туса илесси», Николай Федоров «Теплицăра пахча çимĕç туса илесси» енсемпе хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатнă. Проектăн черетлĕ тапхăрĕн выпускникĕсем ноябрĕн 30-мĕшĕнче аллине диплом илнĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Сăмах май каласан вĕсен хушшинче иккĕшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пулнă.

Марат Земдиханов - «Сыр пĕçермелли хальхи технологийĕсем», Илдар Белалов «Аквакультурăн хальхи технологийĕсем» енпе вĕреннĕ. «Фермер шкулĕн» выпускникĕсем проект çĕнĕлĕхĕсене алла илме, фермер хуçалăхĕсене, ял хуçалăх отрасльне пулăшнине палăртаççĕ.

- Проекта ăнăçлă реализацилени республикăн, районăн аграри сферине аталантарма, çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме, ĕç вырăнĕсем уçма май парать. Проект опытлă аграрниксемшĕн те, тин кăна вăй хума пуçăннисемшĕн те интереслĕ, - тенĕ Марат Земдиханов регион ертỹçисене проекта пуçарса янăшăн тав тунă май.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика