Кĕнеке чуна уçать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 10:04 Просмотров: 271

 Районти тĕп библиотекăра ку хутĕнче «Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци председателĕ Марат Айзатуллов пулчĕ. Ялсенчи вулавăш заведующийĕсемпе тĕл пулнă май вăл тутар библиотекисене кĕнекесем парнелесе савăнтарчĕ. Вĕсен хушшинче истори пĕлтерĕшлĕ паха тата сайра тĕл пулаканнисем пулчĕç: «Тутарстан Республики», «Тутарсен тĕнчи», «Тутар наци кухни», «Свияжск» тата ыттисем те.

«Тутарстан Республики» кĕнеке-альбом вулакансене Хусан хулин паллă вырăнĕсемпе, Тутарстан историйĕпе паллаштарать.

«Тутарсен тĕнчи» халăх историйĕпе паллашмашкăн тĕлĕнмелли экскурсие чĕнет. Паллă пулăмсемпе документсене сăнарлакан илемлĕ картографи материалĕсем, сăн ỹкерчĕксем пур унта. Тутар халăхĕ хăнана тарават. Тепĕр кĕнекинче - тутлă апат-çимĕç пĕçерме вĕрентекен сĕнỹсем.

«Свияжск» вара хула аталанăвĕн истори çулĕпе уттарать. Архив докуменчĕсем, библиографи ĕçĕсем тĕнче пĕлтерĕшлĕ историпе культура «палăкне» çутатаççĕ. Пичет ĕçĕсем пурте алла тытса вулама кăмăллă. Кĕнеке çутта кăларать, чуна пуянлатать. Çỹлерех палăртнисем те хăйсен вулаканĕсене тупасса шанать Марат Минсеитович.

А. КАПИТОНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика