Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар...

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:08 Просмотров: 319

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче иккĕмĕш ĕмĕре ваклакан тăватă ватă: Козловкăри Михаил Наташкинпа Хирти Пикшикри Минибену Алимова 2021 çулта 100 çулхи юбилейĕсене, Пăлапуç Пашьелĕнчи Мария Байдураевăпа Алманчăри Александра Мышова ĕç ветеранĕсем 101-мĕш çуралнă кунĕсене паллă тунă. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Апла пулин те хисеплĕ ватăсем пурнăçри мĕн пур йывăрлăха парăнтарса паянхи кун ырлăхĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Сăмах май каласан, районта 90 çул урлă каçнă 278 ватă. Вĕсенчен 95 çултан аслăраххисем 63-ĕн. Вăрăм ĕмĕрлисенчен ытларах пайĕ (74 проценчĕ) хĕрарăмсем. Шăнкăртам, Туçа ял тăрăхĕсенче аксакалсемпе шурсухалсем чи нумаййи. Çĕнĕ çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 101 çынна 90 тата 95 çулхи юбилейсемпе саламлĕç. Çывăх вăхăтрах, февраль уйăхĕнче, Сителте пурăнакан хисеплĕ Василий Ляков 100 çул тултарать, пĕр ĕмĕр пурăнакансен йышне пуянлатать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика