Суйнипе хăратни уголовлă ĕçе йывăрлатаççĕ çеç...

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:44 Просмотров: 325

ПРЕСТУПЛЕНИЕ уçса парас ĕçре суйса информаци пани е должноçри ĕçе пурнăçлакансене хăратни чăрмав çеç кỹрет. Çавăнпа та свидетельсемпе усал ĕçе тỹсекен çынсене патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен работникĕсен хăйсен должноçĕпе усă курса саккун хуралçисем умĕнче улталассинчен, суяссинчен пăрăнмалла. Суйнипе хăратни уголовлă ĕçе вĕçне çитерме, судра тивĕçлĕ йышăну тума чăрмантарать. Çакна витĕм кỹрекен çынсем вара тивĕçлипе явап тытĕç. Кун пирки "Авангард" хаçат редакцине РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици подколковникĕ Михаил Яковлев пĕлтерчĕ. Енчен те эсир çакнашкал тĕслĕхсене тĕл пулсан 6-14-92 тата 6-17-02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика